30 марта 2010 г.
МАНĂН кукка Александр Никитич Патузов 1925 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл _ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. 1942 çулта салтак шинелĕ тăхăнма тивнĕ куккан. Малтанласа 208-мĕш стрелковăй полкра пулнă вăл. 1943 çулхи май уйăхĕнчен вара Белорусси фронтĕнче çыхăну отделенийĕн командирĕ пулса çапăçма тытăннă, йывăр çапăçусем урлă Кенигсберг патне çитнĕ, 1945 çулта аманнă. Госпитальтен сывалса тухсан кукка Инçет Хĕвелтухăçĕнчи истребительсен полкне лекнĕ, яппун самурайĕсене çапса аркатас çапăçусене хутшăннă. 1947 çулченех çар хĕсметĕнче тăнă вăл. Кукка паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Аслă Отечествăлла вăрçăн I степень, Мухтав орденĕн III степень орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ. Демобилизаци хыççăн А.Патузов 1974 çулччен шалти çарсенче службăра тăнă, тивĕçлĕ канăва тухсан вăл ĕçлесе юсанмалли колонире, кĕперсем тăвакан организацире ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Вăрçă Патузовсен çемйинче тарăн йĕр хăварнă. Куккан аслă тетĕшĕ Сергей хыпарсăр çухалнă. Никандр тетĕшĕ те, фронтран аманса таврăннăскер, нумаях пурăнайман. Манăн мăн кукаçей те _ Николай Алексеевич Матвеев (1909-1998 ç.ç.) та Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ. Мăн асатте те фронтра Тăван çĕршывăшăн юн юхтарнă, тĕрлĕрен наградăсене тивĕçнĕ. Унăн шăллĕсем те вăрçăра пулнă. Пирĕн тăван Алексей Осипович Сандрейкин 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Дмитрий Осипович Сандрейкин та _ вăрçă ветеранĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"