12 марта 2010 г.
Иртнĕ шăмат кун ЧР Президенчĕ Николай Федоров Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пулчĕ. Малтанах Тралькассинче пĕтĕмĕшле çемье врачĕн офисне уçма хутшăнчĕ. Хăтлă çуртра чирлисене йышăнмалли пỹлĕмсем, кăнтăрла сипленмелли стационар палати вырнаçнă. Офис Тралькассипе Мăн Этмен ял тăрăхĕсенчи икĕ пин çурă çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Кунта ку чухнехи сиплев оборудованийĕпе ятарласа вĕреннĕ тухтăр тата виçĕ медицина сестри ĕçлĕç. Чăваш Енре çакăн йышши офиссем - 600. терĕ хĕрарăм савăнăçне пытараймасăр. Президент ку шухăша ырласа: "Паянхи пулăм - Чăваш Енре пурăнакансен сывлăх сыхлавĕшĕн малта пыракан медицина технологийĕсемпе туллин усă курма май паракан пĕлтерĕшлĕ тепĕр утăм. Ку вăл паянхи тата малашлăхри кунсенче харпăрлăх туйăмĕ ỹснин палли те", - терĕ. Николай Васильевич пĕтĕмĕшле врач офисĕнче ĕçлекенсене медицина оборудованийĕ туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ. Унтан Н.В.Федоров "Коминтерн" ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн сысна фермине çитсе курчĕ. Республика ертỹçи çакна палăртрĕ: юлашки 4 çулта хуçалăхра производство калăпăшĕ 400 процент, ĕç тухăçлăхĕ 700 процент ỹснĕ. "Пысăк çитĕнỹсем конкуренцире кĕрешме май парĕç. Патшалăх тăрăшса ĕçлекенсене малашне те пулăшĕ", - терĕ Николай Федоров. Президент республикăра сĕт тирпейлекен 700 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ завод тума палăртнине хыпарларĕ. Çакă предприятисенчен туянакан сĕт хакне хăпартма май парĕ. "Хуçалăх кăткăс тапхăрта та сулмаклă аталанать, ĕçе пĕлсе йĕркелесен, таса чунпа ĕçлесен - кашни проектах хăйĕн хакне кăларать", - пĕтĕмлетрĕ Николай Васильевич. Республика ертỹçи Атнарти çĕнетнĕ культура çуртне те çитсе курчĕ, кунта ĕçлекенсем валли видеопроекци оборудованийĕ, музыка хайлавĕсене илемлетме май паракан компьютер хатĕрĕсем, принтер, сканер, артистсем валли чаплă костюмсем уйăрни çинчен пĕлтерчĕ, çакна çирĕплетсе свидетельство пачĕ. Юлашкинчен Н.Федоров район активĕпе канашлу ирттерчĕ. Хĕрлĕ Чутайсем 2009 çулхи экономикăпа социаллă аталанăва пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Чылай ĕç-хĕлпе район республика шайĕнчен юлса пырать. Çакна ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕ И.Моторин тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Муниципалитетăн татса паман ыйту чылай, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кăтартусем чакаççĕ, кĕрхи культурăсене палăртнă чухлĕ акса хăварайман, хушма хуçалăха аталантаракансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине кирлĕ пек йĕркелемен, тăкаклă ĕçлекен предприятисен хисепĕ пысăк, çурт-йĕр тăвасси чакнă. Президент электрон аукционĕсем ирттерессине пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. "Ку бюджет укçи-тенкине самаях перекетлеме май парĕ", - терĕ. Республика ертỹçи района пултаруллă çамрăк специалистсене илсе килессипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Ку енĕпе Штанашри Сергей Андреевăн тĕслĕхĕ кăтартуллă. Вăл аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн района таврăннă, тỹрех хăйĕн ĕçне уçнă - хурт-хăмăр ĕрчетме тытăннă. Патшалăхăн 300 пин тенкĕлĕх пулăшăвĕпе усă курнă. Н.Федоров: "Кун пек тĕслĕх районта пĕрре-иккĕ кăна мар, ытларах пултăр... Йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре çĕнĕлле шухăшлакан, çаврăнăçуллă, яваплăха туйса ĕçлекен çынсен хастарлăхĕнче тупмалла. Эсир тĕрĕс йышăну тăвасса шанатăп. Эпир сире пулăшатпăр, анчах муниципалитетăн та активлăха ỹстермелле", - терĕ Президент. Район ертỹçисене Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министерствисемпе пĕрле йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕре палăртма хушрĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"