Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах, тухтăр...

06 февраля 2010 г.

 

 

ХĔЛ кунĕ вăрăм мар, ĕç вĕçлениччен таврана каç чаршавĕ хупăрласа та илет. Темиçе кун шартлама сивĕ çанталăк тăнă хыççăн Хĕл Мучи тинех хăйĕн кăмăлне "çемçетрĕ", çавна сиссе ача-пăча та урамран киле кĕме васкамасть. Йĕлтĕрпе е çунашкапа ярăнаççĕ шĕвĕрккесем, хĕл кунĕпе савăнаççĕ. Хĕрỹ ĕç хыççăн васкамасăр килнелле утнă май, Сергей Васильевич хаваслăн шуйхашакан ачасем çине йăл кулăпа пăхрĕ. Ялти кашни ачанах, çавăн пекех вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те лайăх паллать Сергей Васильевич. Уçă сывлăшра выляни-кулни, спорта юратни сывлăх çăл куçĕ пулни çинчен вĕсене пĕрре çеç мар аса илтерет. Вăтăр çичĕ çул сывлăх хуралĕнче... Калама кăна çăмăл вĕт! Çак хушăра пĕрре те куç хупмасăр ирттернĕ çĕрсем, вĕресе тăракан çил-тăманра е юхтарса çăвакан çумăр айĕнче чирлĕ çын патне васканă вăхăтсем сахал пулнă-и? Виçĕ ялти 1707 çыннăн сывлăхне сыхлать Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн тĕп сиплевçи С.В.Кудряшов. Чукалти офисра врач çуккипе, çак участокра пурăнакан çынсен сывлăхĕшĕн те Сергей Васильевичах яваплă. Пурнăç пурăнасси хир урлă каçасси мар. Вăтăр çичĕ çул хушшинче тем те пулнă, тем те курнă. Анчах С.В.Кудряшов хăйĕн пĕрремĕш тивĕçĕ çинчен нихçан та манман, çын пурнăçĕ уншăн хăйĕн пурнăçĕнчен те хаклăрах пулнă. Паян та çаплах, ыран та çапла пулĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан, С.Кудряшов пĕр çулталăк хушши аслă пионервожатăйра ĕçлет. Тепĕр çул вара çине тăрсах Хусанти патшалăх медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Институт хыççăн направленипе Çĕрпỹ район больницинче врачра, унтан участокри больницăн тĕп врачĕнче ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле терапи врачĕн специальноçне илсен, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи участок больницинче терапевтра вăй хунă. Анчах та чун тăван тăрăхах туртнă. Ялта амăшĕ те пĕччен. Район ертỹçисем те хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ специалистсене района яма ыйтса министерствăна çыру хыççăн çыру çырнă. Ун чухне Шăмăршă районĕнчен тухнă врачсем питех те сахал пулнă, ютран килнисем вара кунта вăрах хушă тытăнса тăман. "Упа шăтăкĕнчи" Пăчăрлă Пашьел участок больници те врачсăрах ĕçленĕ. Эрнере е икĕ эрнере пĕрре Шăмăршăри тĕп больницăран киле-киле кайнипе çеç чир-чĕрпе кĕрешме йывăр. Шанчăклă çул-йĕр çуккипе, УАЗ автомашина та пута-пута ларнă. Шăпах çак вăхăтра _ 1976 çулхи декабрьте йышăннă та ĕнтĕ С.В.Кудряшов Пăчăрлă Пашьелĕнчи 35 койка-вырăнлă участок больницине. Пĕр вăхăтрах врач-терапевт ĕçне те пурнăçлама тытăннă. Иртнине аса илнĕ май, Сергей Васильевичăн куçĕ умне хутсан та ăшăтма йывăр кивĕ больница çурчĕсем, нумайранпа юсаман хуралтăсем, çуркуннепе кĕркунне атă кунчи таран путса пылчăк ашни тата ытти самантсем тухса тăраççĕ. "Васкавлă пулăшу" машини путса ларнипе, çĕрлехи вăхăтра ял тăрăх трактор шыраса çỹрени сахал пулнă-и? Машинăпа урама кĕме май çуккипе, йывăр чирлĕ çынна носилка çине хурса ял вĕçне çитичченех йăтса тухни те пулман мар. Пăчăрлă Пашьел больници çумĕнче ача çураттаракан уйрăм та ĕçленĕ. С.В.Кудряшов врач сакăрвуннăмĕш çулсенче çулталăкра çĕре яхăн ача çуралнине аса илет. Хĕллехи çак каç та асран тухман. Сергей Васильевич ĕç хыççăн килне таврăннă та, мунчана кайнă. Ăшшине парса лапка çине çеç хăпарса ларать, алăкран шаккаççĕ. Больницăна ача çуратма аптранă хĕрарăма илсе килнĕ иккен, васкавлă пулăшу кирлĕ. Çăвăнмасăрах тумланать те, Сергей Васильевич больницăна васкать. Ачана йĕркеллĕ çураттарнă хыççăн килне таврăнать кăна, мунчана кĕнĕ-кĕмен тепĕр çын чĕнме килет. Каллех больницăна çитсе ача çураттармалла. Çапла çур çĕр иртсен сивĕ мунчарах çăвăнма тивнĕ Сергей Васильевичăн. Вăрманти картунсене çĕр хута лашапа кайнине, йывăр чирлисене, уйрăмах ачасене район больницине васкавлăн илсе çитерессишĕн чунтан тăрăшнине ăçтан манайăн? Çулла _ утă çулнă вăхăтра _ ялтан вунă çухрăмри вăрманта хĕрарăм йывăр аптраса ỹкнĕ. Кун пирки больницăна хашка-хашка чупса килнĕ ачасем пĕлтернĕ. Сергей Васильевич нумай шухăшласа тăман, больница тракторне хускатса вăрмана васканă. Вăхăтра çитнипе чĕрепе аптранă хĕрарăма вилĕмрен çăлса хăварма май килнĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи участок больници халĕ историе кĕрсе юлчĕ ĕнтĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн программине пурнăçласа кунта пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ уçăлчĕ. Кунтах "васкавлă пулăшăвăн" филиалĕ те ĕçлет. Çирĕм-вăтăр çул каяллипе танлаштарма май та çук: хальхи ыйтусене тивĕçтерекен медицина оборудованийĕ, ăшă та çутă пỹлĕмсем... Ĕçлемелле те ĕçлемелле кăна. С.В.Кудряшов ялти сывлăха сыхлас ĕç аталансах пынишĕн чунтан савăнать, халăх хушшинче профилактика ĕçне тỹрĕ кăмăлтан туса пырать. Сергей Васильевич хăйĕн мăшăрĕпе _ "васкавлă пулăшу" уйрăмĕнче фельдшерта ĕçлекен Елена Анатольевнăпа _ виçĕ ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем ашшĕ-амăшĕн ырă ятне çĕре ỹкермеççĕ. Хастар ĕçшĕн ят-сумĕ те пысăк. С.В.Кудряшова "СССР сывлăха сыхлас ĕçĕн отличникĕ" знакпа, район администрацийĕн тата Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă. Сергей Васильевича ял-йыш пĕрре çеç мар район тата ял депутатне суйланă. Донор ĕçне лайăх йĕркеленĕшĕн сывлăха сыхлас ĕç министрĕ тав тунă. Утмăл çул тултарчĕ халăх хисеплекен С.В.Кудряшов врач. Çак ятпа ăна Пашьел тăрăхĕнчи кашни ялтах пурăнакан çĕр-çĕр çын саламлать. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр сире, хаклă Сергей Васильевич!

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика