01 ноября 2008 г.
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ Антон Антонов пĕчĕкренех спорта юратса ỹснĕ. Тĕрлĕ дистанцисене чупма уйрăмах кăмăлланă вăл. Кăçал вăтам шкула "5" паллăсемпе пĕтерсен, июль уйăхĕнче ăна Федераллă хăрушсăрлăх службин Галицынăри пограничниксен çар институтне экзаменсем пама чĕнсе илнĕ (Патăрьелĕпе Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕ урлă унта документсене апрельтех тăратнă пулнă). Антон çар институтĕнче те хăйне лайăх енĕпе кăтартнă. Математикăпа, вырăс чĕлхипе тата литературипе (асăннă 2 предмет результачĕсене ЕГЭ кăтартăвĕсем тăрăх палăртнă), Тăван çĕршыв историйĕпе экзаменсем панă, физкультура хатĕрленĕвĕн нормативĕсене тултарнă (100, 3000 метрлă дистанцисене чупасси, турник çинче алă вăйĕпе çĕкленесси) хыççăн Пăчăрлă Пашьел йĕкĕтне курсантсен йышне илнĕ (курсантăн пĕр вырăнĕшĕн 7-8 çамрăк кĕрешнĕ). Хальхи вăхăтра вăл çар институчĕн пĕрремĕш курсĕнче ăнăçлă вĕренсе пырать. Районти тата республикăри ăмăртусен призерĕ пулнăскер, Антон Антонов çар институтĕнче те çăмăл атлетикăра лайăх результатсем кăтартать. Çавна май ăна вĕренỹ заведенийĕнчи çăмăл атлетикăн пĕрлештернĕ командин йышне илнĕ. Команда Мускав çар округĕнчи çар училищисемпе институчĕсем хушшинче пыракан çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче нумаях пулмасть Пограничнăй институтăн чысне сумлăн хỹтĕленĕ. Çак кунсенче Антон Антоновăн пурнăçĕнче паллă событи пулса иртнĕ. Вăл пĕрремĕш курсри ытти курсантсемпе пĕрле Присяга йышăннă, Тăван çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçи пулма тупа тунă. Ку мероприятие курсантăн ашшĕ, Александр Викторович, амăшĕ, Татьяна Геннадьевна, 5-мĕш класра вĕренекен Женя шăллĕ (вăл та тетĕшĕ пекех "5" паллăсемпе кăна вĕренет) кайса килнĕ, асăнмалăх сăн ỹкерĕннĕ. Вĕсем Антона хĕрỹ вĕренỹре тата спортра ăнăçу суннă.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"