22 октября 2008 г.
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ Сергей Угарин пĕчĕкренех спортпа туслă пурăннă. Тĕрлĕ дистанцисене чупма уйрăмах кăмăлланă вăл. Шкулти ăмăртусенче ку енĕпе яланах пĕрремĕш пулнă. Районти çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче те призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ. Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, авиаци генерал-майорне А.Г.Николаев летчик-космонавта халалланă республикăри эстафетăра пĕрремĕш вырăна тухса Дипломпа сумлă приза тивĕçнĕ. Вĕренỹре те лайăх ĕлкĕрсе пынă Сергей. Кăçал Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе тухсан Сергей Угарин Раççейри чрезвычайлă лару-тăрупа кĕрешекен министерствăн (МЧС) Екатеринбургри çар институтне çул тытнă. Унта вăл вырăс чĕлхипе тата литературипе, математикăпа (комисси ЕГЭ результачĕсене тĕпе хунă), физикăпа (сăмахпа каласа), физкультура хатĕрленĕвĕпе (100, 3000 метрлă дистанцисене чупасси, турник çинче алă вăйĕпе çĕкленесси) экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса курсант пулса тăнă. Экзаменсем панă хыççăн, июль-август уйăхĕсенче, курсантсем хула тулашĕнче палаткăсем карса лагерьте пурăннă, çамрăк салтак курсне пĕтернĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче вара вĕсем аудиторисене кĕрсе ларнă, пĕтĕмĕшле предметсене тата çар наукисене вĕренме пуçланă. Паллах, курсантсем час-часах "вĕренỹ хирне" те тухаççĕ, çар хатĕрленĕвĕн тĕрлĕ дисциплинисен занятийĕсенче пулаççĕ. Кунсăр пуçне полигонра тĕрлĕ хĕç-пăшалтан перессипе хăнăху илеççĕ. Ирхине 6 сехетре "Подъем!" командăран пуçланать те курсантăн кунĕ, каçхине 10 сехетре "Отбой!" командăпа вĕçленет. Курсантăн çакнашкал хĕрỹ пурнăçне чи пултаруллă та чăтăмлă, спорт енĕпе лайăх аталаннă çамрăксем суйласа илеççĕ. Сергей Угарин _ вĕсенчен пĕри. Нумаях пулмасть Екатеринбургри çар институтĕнчи курсантсем Çар присягине тытнă, Тăван çĕршыва юлашки сывлăш тухичченех хỹтĕлеме тупа тунă. Çак сумлă мероприятие Сергей Угаринăн амăшĕ, Василиса Павловна, тата аппăшĕ, Лена, кайса килнĕ. Вĕсем Сергее Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне тăнă ятпа ăшшăн саламланă, асăнмалăх сăн ỹкерттернĕ, çар офицерĕн çăлтăрĕсем патнелле илсе каякан пусман картлашкисем (5 курс) тăрăх чăрмавсăр хăпарса пыма ăнăçу суннă.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"