30 августа 2008 г.
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛНЕ кайсан тахçантанпах паллакан юлташăма тĕл пултăм. _ Илсе кай-ха пĕр-икĕ михĕ пан улми, - терĕ вăл. _ Пахчара ура ярса пусма çук пан улми выртать, ĕнепе сыснасем те çисе яраймаççĕ... _ Хамăрăн та нумай çав, - хуравларăм эпĕ. _ Ăçта хумаллине те пĕлместпĕр, тутлă çимĕç нумай сая каять. Пăчăрлă Пашьелпе Шăмăршăра çеç мар, районти ытти ялсенче те пан улми ăнса пулнă кăçал. Нумайăшĕ пирĕн пекех ним тума аптăранă: ăçта хумалла-ха çакăн чухлĕ пуянлăха? Халĕ унчченхи пек хатĕрлев кантурĕ çук, лавккасем те пан улми йышăнмаççĕ. Хăшĕсем сĕткенне юхтараççĕ-ха, анчах çемьене вăл 100-200 литр таранах кирлĕ мар вĕт. Çуллахи хĕрỹ тапхăрта сĕткен юхтарса ларма вăхăчĕ те хĕсĕкрех. Ялĕ-ялĕпе слива та ăнса пулни çинчен калаçаççĕ, çак çимĕçе те вырнаçтарма пултараймаççĕ. Хамăртан ытлашши пахча çимĕçе _ хăяра, ыхрапа сухана, кабачкине, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре _ ăçта чикмелле-ха тата? Пашьелĕнчи юлташ каланă пек, "чисти аптрал"... Çỹлти трибунăсем çинчен те, аялтисем те кашни ял поселенийĕнчех потребитель кооперативне йĕркелемелли çинчен нумай калаçрĕç. Хут çинче, тен, пур пуль-ха вĕсем, анчах ĕçĕсем курăнаççĕ-ши? Халăхран йỹн хакпа сĕт пуçтарнисĕр пуçне, урăх нимĕн те туянасшăн мар. Какай вырнаçтарас ыйту та ялсенче çивĕч тăни пирки пĕлтереççĕ пирĕн вулакансем. Пахчасенче çĕр улмисене те пуçтарса кĕртме пуçăнчĕç. Кам туянĕ ăна? Йỹн хакпа парсан илĕç-ха, анчах тупăшне те кăштах та пулсан курас килет-çке. Ман шутпа, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен халăх туса илекен ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарма çул-йĕр шырамалла, тар тăкса çитĕнтернĕ пуянлăха ултавçăсем йỹнĕ хакпах туянасран асăрханмалла. Иртнĕ çулсенче çынсенчен какай е çĕр улми илсе кайнă, укçине вара тỹлеме шутламан ултавçăсем сахал пулчĕç-и? Кун пекки урăхран ан пултăр тесен, пурин те тимлĕхе çухатас марччĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"