28 января 2011 г.
Çĕр ĕçченĕн хĕллехи тапхăрти тĕп тĕллевĕ – вăрлăх хатĕрлесси.
Пĕлтĕрхи типĕ çанталăка пула ял хуçалăх культурисен вăрлăхне çителĕклĕ хывма май килмен. Районти пур ял хуçалăх организацийĕсенче 26440 центнер çурхи культурăсен вăрлăхĕсене хатĕрленĕ. Ку кирлинчен 92 процентпа танлашать.
Мĕн акатăн, çавна пуçтаратăн тесе мĕн авалтан каланă. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ йăлтах пысăк репродуктивлă вăрлăхпа унăн пахалăхĕнчен килет.
Хальхи вăхăт тĕлне «Водолей» вăрлăха пысăк кондицине лартас тĕллевпе тырă тасатакан машина ĕçлет.
Сорта çĕнетессипе тата ăна улăштарассипе чылай ĕç туса ирттермелле. Çак тĕллевпе хуçалăхра туса илекен культурăсен сорчĕсене çĕнетмелле тата вĕсен репродукцине хăпартмалла. Ку тĕлĕшпе Чăваш ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институтĕнче тата «Колос» хуçалăхра сутлăх пысăк репродукциллĕ вăрлăх сутлăх пур. Хуçалăхсен пĕчĕк репродукциллĕ вăрлăхсене элитлă вăрлăхпа улăштарас тесе çине тăрса ĕçлемелле.
Источник: "Цивильский вестник"