26 ноября 2010 г.
Раиса Сергеевна – пенсионерка, тивēçлē канура. Кил – хуçалăхри ēçсене пурнăçланă хушăра, юратнă хаçатăн черетлē номерēнче мēн пичетленнипе интересленнē май, район хыпарēсемпе паллашма та ēлкēрет.
«Хам астăвасса, район хаçатне килте яланах вуланă, каярахпа вара хам та унпа интересленме пуçларăм», - тет Раиса Сергеевнăн ывăлē Юрий. Вăл шкулта ēçлет, çавăнпа та шкул темипе çырнă статьясем çине ытларах тимлēх хурать, социаллă сферăпа, культурăпа çыхăннă статьясене, ял хуçалăх ыйтăвēсемпе çырнă материалсене те вулать. Юрий каланă тăрăх, хаçат район пурнăçне туллин тата пур енлēн çутатса парать, чыс – хисепе тивēçнē ентешсемпе паллаштарать, ку е тепēр событисем çине çēнēлле пăхма май парать.
«Кулленхи пурнăçра районпа пēрле пурăнма хăнăхнă эпир, çавăнпа та район хаçачēсēр пурăнма пултараймастпăр», -теççē Шумиловсем.
Источник: "Цивильский вестник"