Булдеевское сельское поселение Цивильского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палак паттарсен ячесене упрать.

16 ноября 2010 г.

 

 

   Кашни ялтах пире, чēррисене, пирēн аслă ăрун паттăрлăхне аса илтерсе тăракан вырăн пур. Çырмапуç ял тăрăхне кēрекен Вăрăмçут ялēнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă салтаксен ячēсене ял варринче лартнă палăк упрать.

   Вырăнти культура çурчē умēнче алла автомат тытнă хурлăхлă сăн-питлē салтак тăрать. Кунтах юнашар – Аслă Отечественнăй вăрçă хирēсенче паттăрсен вилēмēпе пуç хунисен ячēсене çырса хунă чул плита. Таврара пурăнакансем, çавăн пекех иртен – çÿренсем кирек кам та ку тăрăхра пулсан çак палăк патне çитсе паянхи мирлē пурнăçшăн пуç хунисен хушамачēсене вулама пултараççē. Çак ялта пулма тÿр килнē кун эпē те çак палăк умнее пырса тăтăм. Таврари ялсенче çуралса ÿснē миçе çын выртса юлнă –ха çапăçу хирне? Вăрăмçут ялне 21 çын таврăнайман,Вēрмерте 42 салтака тăванēсем кēтсе илеймен,Елÿ ялē хăйēн 31 паттăрне çухатнă, Çуткасси тата Тушмашар ялēсенчен вăрçă фрончēсенче 27-шер çын выртса юлнă.

  Палăк умēнче выртакан чечек кăшăлē таврари ялсенче пурăнакансем хăйсен вăрçă паттăрēсене манманнине çирēплетсе пачē. «Кашни çулах Çēнтерÿ кунēнче ентешсене асăнма кунта ватти те, вēтти те пухăнать, митинг ирттеретпēр, çак хаяр вăрçă çинчен аса илетпēр»,- терē ку ялта пурăнакан çын палăк умēпе иртсе пынă хушăра. Культура çуртēнче техслужащи пулса ēçлекен хēрарăм палăк лаптăкне культура ēçченēсем йēркене кēртсе тăни çинчен каласа пачē. Вēсем кунти çÿп- çапа, типē çулçăсене тасатаççē, çавăн пекех палăкпа чул плитана сăрласа, тирпейлесе тăраççē.

«Эпир вăрçăра вилнисене, тăван килēсене таврăнайман асаттесемпе мăн асттесене асра тытатпăр. Вēсем тунă Çēнтерēве пула çак çēр çинче мирē тÿпе айēнче пурăнатпăр. Паттăрсене чыслатпăр, мухтатпăр!» - çакăн пек пēр шухăшлă пулчēç паян çēр çинче пурăнакан ăрусем.

Источник: "Цивильский вестник"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике     Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика