04 июня 2010 г.
Çĕрпÿ территори суйлав комиссийĕн секретарĕ Е.Б.Финчурина председатель пулса ертсен пынипе майăн 17 – мĕшĕнче кокурс комиссийĕ районта плакатсен « Мой выбор – мое будущее» темăпа ирттернĕ ача – пăча конкурсĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Конкурса хутшăнакансен хисепĕ çулсерен нумайланса пырать. Кăçал апрель – май уйăхĕсенче комиссине вĕренекенсенчен 65 ĕçе яхăн килнĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Çырмапуç шкулĕнче 4 класра вĕренекен Арсений Андреев (ертÿçи С.Н.Михайлов).
5-7 классенче вĕренекенсем хушшинчи номинацире Çырмапуç шкулĕнче 6 класра вĕренекен Виолетта Аниферова (ертÿçи С.Н.Михайлов) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чи лайăх ĕçсене дипломсемпе тата призсене палăртса хăварчĕç.
Источник: "Цивильский вестник"