Булдеевское сельское поселение Цивильского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене пушар харушсарлахе синчен анлантарна.

24 апреля 2009 г.

 

Юлашки вăхăтра республикăра районсенчи ВДПО организацийĕсем  активлăрах  ĕçлеме пуçларĕç. Çакă ахальтен мар. Мĕншĕн тесен  пушар хăрушсăрлăхĕ  çинчен  халăха тата  çитĕнекен ăрăва ăнлантарса пани уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă  мĕнпур ĕçсене чи малтанах ВДПО урлă пурнăçлаççĕ. Çĕрпÿри  ВДПО уйрăмĕ те, унăн председателĕ Нина Витальевна Степанова, ку енĕпе уçă тĕслĕх пулса тăрать. Вăл ĕçлеме пуçланăранпа  районти нумай шкулсенче вĕренекенсем çамрăк  пушарниксен дружинисем çинчен пĕлнĕ, нумай тĕлпулусем тата вĕренÿсем иртнĕ. Пушар хуралĕн кунĕ умĕн черетлĕ тĕлпулу Çырмапуç шкулĕнче иртнĕ. Ку хутĕнче 6 -7 классенче вĕренекенсем огнетушительпе паллашрĕç, пушар хăрушсăрлăхĕн ансат правилисене вĕренчĕç. Хăрушсăрлăх урокĕ ыйтусемпе хуравсем евĕр иртрĕ. Шкулта  вĕренекенсенчен нумайăшĕ пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене лайăх пĕлни паллă пулчĕ. Çавăнпа та ВДПО председателĕн ыйтăвĕсем  çине – « Мускав миçе хутчен çуннă?, «Вут- кăварпа сÿнтернĕ чухне мĕнле япаласемпе усă курма юрать тата мĕнпе усă курма юрамасть?. « Пушар çинчен тĕрĕс мĕнле пĕлтермелле?» - ачасем хăвăрт тата тĕрĕс хуравларĕç. Лайăх пĕлÿшĕн пурте пылак парнесем илчĕç.

  Вут – çулăм çыннăн ĕмĕрхи тусĕ,анчах та унпа тимсĕр пулсан вăл усал тăшмана  куçма пултарать .Çавăнпа та  ВДПО ĕçĕнче  чи кирли – пушар хăрушсăрлăхĕн пĕлĕвĕсемпе  ачасене паллаштарасси.Çакă вĕсене  пурнăçра кирлĕ пуласси пирки пĕр иккĕленмелли те çук.

   Апрелĕн 30 – мĕшĕ – Пушар хуралĕн кунĕ. Çавна май ВДПОн Çĕрпÿри уйрăмĕн  председателĕ  Н.В.Степанова общество членĕсене, ветерансене тата хăйĕн ĕçтешĕсене  профессилле уявпа чĕререн саламлать, пурне те тăнăçлăх сунать.

Источник: "Цивильский вестник"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике     Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика