18 марта 2009 г.
Культура çурчĕ ял сăн-сăпачĕ. Усăр пуçне çамрăксемшĕн вăл паллашу вырăнĕ те, концерт – спектакль курмалли кĕтес те. Урăхла каласан ялти театр та, филармони те. Яш – кĕрĕмпе хĕр – упраçшăн вара ташă каçĕсем ирттермелли вырăн та. Палах аслă ăру маларах вăййа, улаха çÿренĕ пулсан паян ял çамрăкĕ клуба васкать. Анчах та кашни ялтах çук вăл е юхăннăран ĕçлемест.Çакнашкаллисем те пур республикăра.Çавна май каччăсемпе хĕрсем кÿршĕ ялсене çÿреççĕ.
Культура çурчĕн сукмакне тепĕр чухне çамрăксем çеç мар, аслă ăру та такăрлатать. Тĕрлĕрен кружока, ятарлă занятисене çÿреççĕ вĕсем. Акă Çĕрпÿ районĕнчи Вăрăмçут клубĕнче кашни эрне кун «Тĕпел» кружок иртет. Ăна культура çурчĕн ертÿçи Светлана Колесникова йĕркелет. Светлана Николаевна чылай çул вырăнти туллии маар вăтам шкулта учительте тăрăшнă. Ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ.
Пултарулăхĕ пирки те каласа хăвармалла:ачаранах юрра – ташша ăстаскер шкулта драма кружокне,фольклор ушкăнне ертсе пынă. Кĕвве – çемме ытларах юратнăран вăл вĕрентекенрен клуб ертÿçине куçнă. Хăй вăхăтĕнче Светлана Николаевна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята та тивĕçнĕ. Тăван чĕлхене чунтан юратни хальхи ĕçĕнче те палăрать унăн. Ахальтен мар стендсене чăвашла йĕркеленĕ: «Анне – çемье ăшши, атте – çемье тĕрекĕ», « Ырă туни манăçмасть», «Малалла – ха пурнăç, малалла» тата ыт.те. Çакăн пеккине – чăвашла йĕркеленине – халиччен асăрхаманнине пĕлтертĕм ăна: «Пирĕн пата вырăс çынни килмест, ялта пурте – чăвашсем», - терĕ. Мĕн пытармалли? Тепĕр чухне пĕлтерÿсене те вырăслах шăрçалатпăр – çке.
« Тĕпел» кружоксăр пуçне хореографи тата фольклор ушкăнĕсене ертсе пырать С. Колесникова. Шкул ачисем те хаваспах çÿреççĕ унта. Пĕтĕмлетсе каласан , клуба ячĕшĕн уçса хупмасть вăл, тĕллевлĕн ĕçлет, культура вучахне сÿнме памасть. Ахальтен маар Вăрăмçут культура çуртне çамрăксем таврари ялсенчен те килеççĕ.
Паллах, паянхи саманара çĕнĕ клуб çĕклеме çăмăл маар.Халĕ вăл ял тăрăхĕн тытăмне кĕнĕрен ун чухлĕ укçа – тенке ăçтан тупмалла ертÿçĕн? Çавăнпа та пуррине
вăхăтра юсама, упрама пĕлмелле. Ахальтен –им ЧР Президенчĕ « Чăваш Республикинчи культура учрежденийĕсенче аталантармалли мерăсем çинчен» указ кăларчĕ. Клуб учрежденийĕсене çĕнетес юхăм паян тĕллевлĕн пурнăçа кĕрет. Акă кăçалхи кăрлач, нарăс уйăхĕсенче тĕпрен юсанă тата ятарлă техникăпа пуянланнă культура учрежденийĕсем уçăлнă. Вĕсем - упашкар районĕн культура çурчĕ, Çĕрпÿ районĕнчи социокультура пĕрлешĕвĕ, Комсомольски районĕнчи Карапай Шăмăршăри, Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи, Елчĕк районĕнчи Курнавăшри тата Елчĕкри культура çурчĕсем, Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкассинчи культурăпа сывлăха çирĕплетекен центр. Кунашкал учрежденисем кĕçех Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Етĕрне районĕсенче тата ытти тăрăхра уçăлĕç. Культура учрежденийĕсене аталантарма, вĕсене тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен кăçал – 30 млн., 2010 çулта 90 млн.,тенкĕ уйăрма палăртнă. Сăмах май, иртнĕ çул республикăри 20 клубпа культура çурчĕн ĕç – хĕлне тĕпрен çĕнетнĕ. Муниципалитет харпăрлăхĕн 17 клубпа культура учрежденийĕн çурчĕсене прен юсанă.
Тепĕр чухне культура ĕçченĕсем хăсем пуçарулăх кăтартаççĕ. Акă Шупашкар районĕнчи Çĕньялти пултарулăх çуртĕнче тăрăшакансем яваплăха туйса пĕлтĕр тирпей – илем кĕртес енĕпе чылай ĕç пурнăçланă: клуб умĕнчи картана çĕннипе улăштарнă, туалет туса лартнă. Паллах ку «çурт» та кирлĕ. Тепĕр чухне вăл çывăхра çукран çамрăксен тĕмсем хыçне чупма тивет. Клуб умĕнче вара çÿп –çапран пуçласа Çпра – эрехĕн пушă кĕленчи таран йăваланать. Çакнашкал ÿкерчĕке те курма тивет республикăри чылай культура çурчĕн умĕнче. Малтан каланă шухăш патне тепĕр хут таврăнас килет манăн. Клуб сăн – сăпатне хакласа ял çыннин культурине , пултарулăхне, ăсталăхне палăртма пулать. Çав вăхăтрах – ял тăрăхĕн ертÿçин яваплăхне те. Культура шайĕ пĕчĕк пулни вара никама та чыс – хисеп кÿмест. Çавăнпа та юсаса çĕнетнĕ культура учреждениĕсене куç пек упрамалла пирĕн. Тĕслĕх клубсем уçнипе ăĕрлех халăхăн культура шайĕ ÿссен çав тери аванччĕ те. Çавна май пирĕн те , вулаканăм, лайăх енне улшăнмалла.
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"