Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбиляра чысларĕç

06 июня 2007 г.

      Районти культурăпа кану центрĕнче пирĕн янташăн, пултаруллă композиторăн, поэтăн, педагогăн, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Прокопьевич Ивановăн 70 çулхи юбилейне чаплăн паллă турĕç.
     С.Щербаковăпа Э.Демьянова культура ĕçченĕсем юбилей каçне интереслĕ ертсе пычĕç.
      Чи малтанах культура ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ хор Н.Ивановăн «Тăван Ен» тата «Ман Вăрмарăм» юррисене юрласа пачĕ.
   Унтан район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов сăмах илчĕ. Вăл Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн, ЧР культура министрĕн П.Красновăн, район пуçлăхĕн В.Кирилловăн саламĕсене вуласа пачĕ.
      «Хисеплĕ Николай Прокопьевич! Сире çуралнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Эсир тухăçлă ĕçленĕ творчество çулĕсенче сирĕн композитор, музыкант, педагог, писатель таланчĕн чиккисем уçăлчĕç. Тăван Ен ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тăватăп Сире, çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем, ăнăçу тата телей сунатăп», - тенĕ саламлă телеграммăра республика Президенчĕ.
     Вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ Н.Ивановăн «Урмарский марш», «Шкул ачисен маршĕ» юрăсене пысăк çĕкленÿпе шăрантарчĕ.
        Николай Прокопьевича юбилей ячĕпе саламлама Чăваш патшалăх университечĕн музыкăпа педагогика факультетĕнчен, республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, чăваш композиторĕсен тата музыка обществин ассоциацийĕн президиум председателĕ, хамăр ентеш Н.Артюков, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ В.Савельева, республикăри культура училищин преподавателĕ Г.Черкин, Чăваш писателĕсен Союзĕнчен килнĕ. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев ЧР журналистсен Союзĕн Хисеп грамотине тата район хаçачĕн Тав çырăвне пачĕ.
    Районти хуçалăхсенчен, предприятисемпе организацисенчен те саламлама килнĕ. Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Семенов, Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ А.Мирошкина, топсбыт директорĕ Н.Дмитриева, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров, райпо совечĕн председателĕ К.Никитин юбиляра саламласа парнесем пачĕç.
      Савăнăçлă каçра Н.Иванов хăй çырса кĕвĕленĕ юрăсем шăранчĕç.
     Н.Ивановăн воспитанникĕ, пултаруллă музыкант О.Васильев вальс выляса пурне те тĕлĕнтерчĕ.
     Юбиляра саламлама Тăвай районĕнчи культура çурчĕн артисчĕсем, Урнар тата Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем, Арапуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ, Вăрмарти «Парне» фольклор ушкăнĕ килнĕ. Вĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç.
      Николай Прокопьевич хăйне çакăн пек пысăка хурса сума сунăшăн пурне те чĕререн тав турĕ, халăхшăн малашне те ырми-канми вăй хума, çĕнĕрен те çĕнĕ юрă-кĕвĕ, сăвă-поэма хайлама, кĕнекесемпе савăнтарма шантарчĕ.
     Хамăр ентешĕн пултарулăхĕпе пурте кăмăллă пулчĕç. Чăн та, талантлă пирĕн ентеш, терĕç.
 
А. ХОВАНСКИЙ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика