Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вăрмарсем ĕçлеме пултараççĕ»

11 апреля 2007 г.

терĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Çĕр-шывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ партин генеральнăй канашĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ Константин Косачев пирĕн районта тĕрлĕ çĕре çитсе курнă хыççăн райадминистрацинче активпа тĕл пулнă вăхăтра.

      Ирхине ирех Константин Косачева Тăвайпа Вăрмар районĕсен чиккинче район пуçлăхĕ В. Кириллов, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г. Тимофеев кĕтсе илнĕ. Унтан тÿрех вĕсем Арапуç ялне çул тытнă. Чи малтанах вĕсем Святой Николай аттемĕр чиркĕвĕн настоятелĕпе иерей Леонидпа тĕл пулнă. Леонид атте çак чиркĕвĕн иртнĕ кун-çулĕпе, хальхи пурнăçĕпе паллаштарнă. Чиркÿ халăха тĕн культурине тытса пыма тата ăс-хакăлпа пуян пулма пулăшнине палăртнă. «Арабоси» агрофирмăри ĕне фермине çитсе ирхи сăвăм еплерех пынипе паллашрĕç, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Предприяти руководителĕ Г.Тимофеев «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хуçалăхра еплерех ĕçленипе, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пынипе паллаштарнă тата хăш-пĕр проблемăсем пирки чарăнса тăнă. Ĕçлĕ ушкăн Арапуçĕнчен районти тĕп больницăна çитсе «Сывлăх» наци проекчĕ еплерех пурнăçланса пынипе интересленнĕ тата çак проектпа килĕшÿллĕн туяннă çĕнĕ оборудование курса çÿренĕ, васкавлă пулăшу машинисемпе кăсăкланнă, малашлăх плансемпе паллашнă. Унтан тÿрех Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкула çитрĕç. Район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе çыхăннă районти вĕрентÿ сферинчи ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ. К.Косачев педагогсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин тата РФ Патшалăх Думин ĕç-хĕлне кĕскен çутатса пачĕ, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ. Унтан район пуçлăхĕ В.Кириллов Константин Иосифовича тĕл пулушăн тав туса хамăр район çинчен çырнă Я.Зайцевăн кĕнекисене парнелерĕ.
     Кивĕ Вăрмар ял тăрăхне те çитсе курчĕ ĕçлĕ ушкăн. Чи малтанах В.Филиппов хуçалăхĕнчи халиччен пирĕн тăрăхра пулман чĕр чунсене - страуссене кĕрсе курчĕç, унтан чăх-чĕп ферминче пулчĕç. Хуçалăх руководителĕ Н.Петров хăйсен малашлăх планĕпе тата ĕçĕпе паллаштарчĕ. Юлашкинчен районти Спорт çуртне çитсе курчĕç, хăш-пĕр спорт вăййисемпе интересленчĕç.
       Районти активпа тĕл пулнă вăхăтра К.Косачев тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравларĕ, пирĕн районта курса çÿренĕ хыççăн çуралнă шухăшне пĕлтерчĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика