Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча кĕнекисен эрни

07 апреля 2007 г.

        Кашни çул çуркуннехи каникул вăхăтĕнче пирĕн çĕр-шывра ача-пăча кĕнекисен эрни иртет. Çак тапхăрта çамрăк вулакансем писательсемпе, поэтсемпе тĕл пулу ирттереççĕ, библиотекăсенче ачасем валли ятарласа тĕрлĕрен пысăк та савăнăçлă уявсем иртеççĕ. Мĕнрен пуçланса кайнă-ха çак уяв?
       1943 çулта, пирĕн çĕр-шывра Аслă Отечественнăй вăрçă кĕрленĕ вăхăтра, Лев Кассиль писатель Мускавра Союзсен колонăллă залĕнче ача-пăчапа тĕл пулма писательсене, поэтсене, композиторсене пуçтарнă. Çав çултанпа тăсăлать те ĕнтĕ çав уяв.
        Вăрмарти ача-пăча библиотекинче те çамрăк вулакансем çак эрне çитессе кашни çулах чăтаймасăр кĕтеççĕ. Кăçал çак уяв «Молодое поколение выбирает книгу» девизпа иртрĕ.
        Ача-пăча эрни «Литературная радуга» уява тăваттăмĕш класра вĕренекенсене пуçтарчĕ. Юмахçă Марья ачасене 2005 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Раиса Сарпин кĕнеке геройĕ Тăрнаккай юмахçăна пулăшса пычĕ. Çамрăк вулакансем чăвашла тĕрлĕ сăвăсем вуласа куракансене савăнтарчĕç. Ыйтса пĕлнĕ хыççăн чи вуланакан кĕнеке шутне П.Ялгир çырнă «Сукмак» ятлă кĕнеке тухрĕ. 4 «б» класра вĕренекен Надя Михайлова чăвашла кĕнекесем нумай вуласа диплома тивĕçлĕ пулчĕ. Чăвашла кĕнеке вулама юратакан класс шутне 4 «а» класра вĕренекенсем кĕчĕç.
        Февраль уйăхĕнче пирĕн çамрăк вулакансем «Пушкинская библиотека» фонд пуçарнипе питĕ кăткăс конкурса хутшăнчĕç. Мускавран библиотекăна 15 çĕнĕ кĕнеке ярса пачĕç. Çак кĕнекесене вуласа тухса пирĕн ачасем рецензи çырчĕç. Чи туллин те интереслĕ çырнă тăватă рецензине эпир Шупашкара ярса патăмăр. Уйрăмах пире 4 «а» класра вĕренекен Юрий Михайлов çырнă рецензи кăмăла кайрĕ. 4 «б» класри Надя Михайловăна, чăвашла вулама юратакан 4 «а» класра вĕренекенсене тата Юрий Михайлова библиотека ĕçченĕсем асăнмалăх кĕнекесем парса хавхалантарчĕç.
         Канмалли кун та библиотекăра ачасем тата вĕсен амăшĕсем йышлăн пулчĕç.
          Юлашкинчен ачасем компьютерпа «Моя первая библиотека» электронлă каталогпа паллашрĕç.
         Çапла вара эрне тăршшĕпех библиотекăран ача-пăча талма пĕлмерĕ. Çак савăнăçлă эрне К.Чуковский çуралнă кунне халалласа ирттернĕ «Путаница дедушки Корнея» вăйă-викторинăпа вĕçленчĕ.
 
Г. ПЕТРУШКОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика