Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке презентацийĕ

03 марта 2007 г.

Кĕнеке презентацийĕ
 
Поселокри краеведени музейĕнче таврапĕлÿçĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Краеведени музейĕн директорĕ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ В. Цыфаркин чи малтанах музей ĕçĕ-хĕлĕпе, унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн, Энĕшпуçĕнчи Çар Мухтавĕ музейăн пуçлăхĕн И.Криковăн нумаях пулмасть пичетленсе тухнă «Шоркистры спортивные» кĕнекипе паллаштарчĕ.
Ку кĕнекере Энĕшпуç ял тăрăхĕнчен тухнă паллă спортсменсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Вĕсенчен пĕри - РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ С.Захарова. Кĕнеке сăн ÿкерчĕксемпе пуян. Пурĕ 182 страницăран тăрать.
«Шоркистры спортивные» тата ытти кĕнекесен авторĕ И.Криков кĕнеке содержанийĕпе паллаштарчĕ, хальхи рынок тапхăрĕнче кĕнекесем пичетлесе кăларма çăмăл марри, укçа-тенкĕ чылай кирли çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех вăл çак кĕнекене кăларма пулăшнă спонсорсене асăнса хăварчĕ.
Юлашкинчен районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕн заместителĕ, РФ журналисчĕсен Союзĕн членĕ А.Хованский, Я.Зайцев таврапĕлÿçĕ, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Иванов, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ В.Николаев, В.Миронов журналист кĕнекене лайăх хак пачĕç.
 
                                                    З. ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика