Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питех те кирлĕ ыйтусем

28 февраля 2007 г.

о Районта администрацийĕнче

 

Питех те кирлĕ ыйтусем

 

«Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем «Ял хуçалăхне аталантарасси çинчен» саккун йышăнни аграринчи кăткăс ыйтусене татса пама чи малтан патшалăх çăмăллăхлă кредитсем парса пулăшнинчен палăра пуçларĕ. Çак саккун ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе пĕрлешÿллĕ, тĕллевлĕ ĕçлеме хистет. Вăл 18 статьяран тăрать, пурте ял ĕçченĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Паянхи куна районĕпе 9410 уйрăм кил хуçалăхĕ, вĕсем 5319 гектар çĕр çинче ĕçлесе пурăнаççĕ, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç, тыр-пул туса илеççĕ. Ял хуçалăх продукчĕсене туса илсе вырнаçтарас тĕллевпе районта потребительсен ял хуçалăх кооперативĕсене тума тытăннă. Хальлĕхе вĕсем - 3. Ку енĕпе Кĕтеснер, Шăхаль, Чупай, Энĕшпуç, Мăнçырма ял тăрăхĕсенче аван ĕçлеççĕ. Ялта пурăнакансене паян рынокпа унăн саккунĕсем хăратманни савăнтарать. Патшалăх вĕсене шанса çăмăллăхлă кредитсем парать пулсан, мĕншĕн-ха ял ĕçченĕн шикленмелле; Çăмăллăхлă кредитсемпе туллин усă курса ял хуçалăх продукчĕсем туса илсе ăна вырнаçтарса çемье бюджетне пуянлатмалла кăна», - терĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ ларура. Ял халăхне паян хумхантаракан ыйту вăл - çăмăллăхлă кредит илсе ăна тÿлесе татасси тата çав укçапа мĕнлерех таварсем еплерех хакпа туянма пуласси пирки ЧР ял хуçалăх министерствин ял хуçалăх производствине аталантарас енĕпе ĕçлекен пирĕн районти тĕп специалисчĕ В. Ефремова тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Малалла ларура халăх умĕнче тухса каланине итлерĕç. Кунта «2007-2010 çулсенче районта физкультурăпа спорта аталантарасси», «2006-2010 çулсенче районта сĕт туса илессине аталантарасси» тата «2004-2010 çулсенче районта агропромышленность комплексне аталантарасси» тĕллевлĕ программăсен проекчĕсемпе тата район территорийĕнчи таса мар çÿп-çапсемпе каяшсене пуçтарса илсе тухассин йĕркисемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех «Чăваш Рспубликинчи куçман пурлăха патшалăх учетне тăратасси тата çĕр участокĕсене патшалăх кадастр учетне илессине вĕçлессипе хушма мерăсем çинчен» кăларнă «Чăваш Республикин Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртесси» районти тĕллевлĕ программăн проекчĕ пирки те тухса калаçрĕç.

Малалла сăмах Чăваш Республикин Президенчĕн «Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ» Указăн уйрăм задачисем районта мĕнле пурнăçланса пыни пирки пычĕ. Ку ыйтупа райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ Г.Петрова тĕрлĕ мероприятисем ирттерни пирки чарăнса тăчĕ.

Çулталăка çитмен ачасем пĕлтĕр унчченхи çулсемпе танлаштарсан ытларах вилнĕ пирки район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем хăйсен канашлăвĕнче пăхса тухса тивĕçлĕ решени йышăннăччĕ, халĕ çав решени еплерех пурнăçланса пынипе район Пухăвĕн депутачĕ - район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева паллаштарчĕ.

Çын пурнăçĕ чи хакли, çамрăк-и вăл, е ватă. Хăш-пĕр чухне харпăр хăй тимсĕрлĕхне пула та, çул-йĕрсене йĕркеллĕ пăхса тăманнипе те пурнăç вăхăтсăр татăлать. Ку ыйтупа район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ, вăлах районти çул çинче çÿрес хăрушсăрлăх комиссийĕн председателĕ О.Васильев, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А. Николаев, çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн начальникĕ А.Павлов калаçрĕç.

Хĕл кунĕсенче пушар тухас хăрушлăх ÿссе пырать. Иртнĕ кунсенче кăна-ха район территорийĕнче çак инкеке пула пĕр çын пурнăçран уйрăлнă. Çакăн çинчен асăрхаттарса каларĕ те ĕнтĕ райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Ефимов.

Çуркунне çитсе пынă май кăнтăртан кайăксем те вĕçсе килĕç. Вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ чир-чĕр те сарăлма пултарать, çав шутра кайăк грипĕ те. Апла пулсан пурин те сыхлăха ÿстермелли пирки каларĕ районти ветеринари станцийĕн врачĕ А.Иванов.

Ларура пăхса тухнă ыйтусем пурте питĕ кирлĕ. Çавăнпа та тухса калаçакансем те, ыйту паракансем те йышлăн пулчĕç.

«Çивĕч ыйтусене пĕр кунта татса пама çуккине пурте питĕ лайăх ăнланатăр. Пурте пĕрле çине тăрса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемеллине манса каймалла мар. Çĕнĕ çул-йĕрсем шырамасан ÿсĕм çăлкуçĕсене шанма йывăр», - терĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов ларăва пĕтĕмлетсе.

 

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика