Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эллепе юнашар пурăннă

27 января 2007 г.

о Аса илỹ

 

Эллепе юнашар пурăннă

 

Кузьма Васильевич Эллен пиччĕшĕ Александр Васильевич Элле Шăхаль ялĕнчи Аслă урамра пирĕн аттесемпе юнашар пурăннă. Кузьма Васильевич час-часах пĕрер эрнелĕхе пиччĕшĕ патне килсе пурăнатчĕ. Вăл ирхине кашни кун тенĕ пекех хапха умне тухса аллисемпе хăлаçкаланса гимнастика тăватчĕ. Лайăх астăватăп-ха. Эпĕ пир сумкка çакса шкула ун çуммипе иртсе пыратăп. Эсĕ мĕн ятлă-ха тесе, мана пуçран шăлчĕ. Гена терĕм. Гена вĕрен, вĕренни кирлĕ пулать, тесе пир сумккаран тĕртрĕ.

Кузьма Васильевич ватăсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçма пĕлетчĕ. Иртсе каякан ватă çынсемпе чылайччен калаçса тăратчĕ. Ун хыççăн Майрахун тăкăрлăкĕпе майĕпен утса Шарпаш çырми еннелле утатчĕ. Унта чылайччен Шарпаш шывĕ юхнине сăнаса тăратчĕ. Мĕн çинчен шухăшласа тăнă-ши çав вăхăтра? Ăна никам та пĕлекен çук.

Кузьма Васильевич пиччĕшĕ патĕнче пурăннă чухне те ĕçсĕр ларман. Вăл Шăхальте археологи шыравĕсем ирттернĕ. Чăваш масарĕ çине кайса масарĕ ялтан икĕ çухрăмра вырнаçнă, унта тĕне кĕмен çынсене Шăхальтен, Тăвай районĕнчен, Хусантан та пытарнă çÿренĕ. Хĕрĕхмĕш çулсенче унта арабла тата ытти чĕлхепе çырнă çирĕм ытла чул палăк пулнă. Юман юпасем те пурччĕ. Вĕсенчен пĕрне, арабла çырнă палăка, Кузьма Васильевич Шупашкара илсе кайнă пулнă. Ун пирки ялта çапла халап çÿренĕ. Кузьма Васильевич чул палăка тăруках Шупашкара илсе каяйман иккен, ăна вăхăтлăха ял вĕçĕнче пĕр кил хапхи умне тăратса хăварнă пулнă. Пĕр эрнеренех çав кил хĕрарăмĕ чирлеме пуçланă. Çавăн хыççăн Элле палăка çийĕнчех Шупашкара илсе кайнă.

Шăхальте ĕçлеме юратман, çăхав çырма юратакан çынсем те пулнă. Шăпах çавсенчен пĕри Кузьма Васильевич çинчен çăхав çырнă ĕнтĕ. Çавна пулах 1938 çулта Кузьма Васильевича «халăх тăшманĕ» тесе тĕрмене хупма пуçланă. Вăл чăтайманнипе, хăй ĕçĕнчен пăрахса, Чăваш çĕр-шывĕнчен инçетри Гомель хулине тухса тарнă. Пиччĕшне Александр Эллене 8 çуллăха тĕрмене хупса хунă. Вăл унтан таврăнсан нумай вăхăт уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçлерĕ. Вулама, шутлама юратакан çын пулнă вăл, урапапа çунасене те хăех юсанă, çавасемпе çурласене те хăех хăйранă.

Эллесен тăванĕсем Сталин законĕнчен хăраса, чĕтресе пурăннă ĕнтĕ. Пĕр 40 çул каялла эпĕ Александр Элле хĕрĕнчен Клавдия Александровнăран Вениамин Захарович арăмĕнчен Кузьма Васильевич çинчен каласа пама ыйтрăм. «Çук, эпĕ кун пирки пĕр сăмах та калама пултараймастăп», - тесе хурав пачĕ вăл. Вăталăх хĕрĕпе Иринăпа пĕрле вăйă лараттăмăр, вăл та ашшĕпе пиччĕшĕ çинчен пĕр сăмах та каласа памастчĕ.

Аттепе анне каласа панă тăрăх Кузьма Васильевич ырă кăмăллă, сăпайлă çын пулнă иккен. Халăх тăшманĕ пулса партипе правительствăна мĕнле сиен кÿнĕ-ши вăл? Ун пирки кам пĕлекен пур-ши?

 

Г. ЧЕРНОВ,
краевед.
Вăрмар поселокĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика