Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр-ĕмĕр асăмра

20 января 2007 г.

Ĕмĕр-ĕмĕр асăмра

 

Ман сĕтел çинче чылай пысăк сăн ÿкерчĕк. Унăн хыçал енне хăй вăхăтĕнче алăпа çапла çырса хунă: «Çамрăк çыравçăсен республикăри пĕрремĕш канашлăвне хутшăннисем. Пичет çурчĕн картлашки. Шупашкар. 1947 ç., октябрĕн 10-мĕшĕ».

Çамрăккисем хушшинче ун чухнехи сумлă ятсем: Элкер, Ухсай, Агаков, Шавли, Алагер, Эсхель, Краснов... Варринче хăйĕн ăшă кăмăлĕпе, çемçе куллипе хăй патне илĕртекен арçын тăрать. Пуçĕнче карттус, çÿхе пальто айĕнче салтак гимнастерки. Ку вăл - Хусанкай, пурте пуç таякан Петр Петрович Хусанкай.

Унччен икĕ кун маларах асăннă канашлу ĕçе тытăннăччĕ. Хаяр вăрçă хыççăн хĕçе перопа улăштарма хавхаланнă çамрăксем ĕнтĕ тĕреклĕ çунаттисене анлăн та сулмаклăн сарма унччен чылай маларах ĕлкĕрнĕ аслă юлташсемпе самаях паллашма, çывăхлашма ĕлкĕрнĕччĕ. Мĕн тери çĕкленÿллĕ кăмăл кашнин чĕринче! Аслă Çĕнтерÿ хыççăн кунашкал тĕл пулу пĕрремĕш хут-çке! Каласа кăтартмалли, ыйтса пĕлмелли - ытамĕпех. Кашнинченех вăрçă хирĕнчи тар шăрши, çулăм хăвачĕ тапса тăнăн туйăнать. Чылайăшĕ салтак тум-тирне хывма ĕлкĕреймен-ха. Хам та çаплах.

Канашлу калама çук калăплă. Тухса калас текенсене черет тивĕçмест. Ларусем хушшинче коридора тухатпăр.

- Ăçта-ши Хусанкай; Курасчĕ-çке.

- Авă-çке! Залра хыçалти ретсем патĕнче калаçса тăрать!

Çаврăнса пăхатпăр-Хусанкай! Хăй тавра пĕр ушкăн çамрăк карталанă та вĕсемпе тем çинчен тÿлеккĕн калаçса тăрать.

- Пуплев-Хусанкая! - пĕлтерет ларăва ертсе пыраканĕ, Чăваш çыравçисен правлени пуçлăхĕ Аркадий Эсхель.

Залра алă çупни кĕрлесе каять. Хыçалти ретсен хушшинчен аллине кĕске туя тытнă вăтам пÿ-силлĕ арçын, хăрах урине уксахласа пусса тĕпелелле иртет. Трибуна умне хăпарсан, кĕске çÿçне хăрах аллипе хыçалалла сăтăрса илет те тÿлеккĕн çапла пуçлать:

- Йыш-тăвансем...

Эпир ун кашни сăмахне, амăшĕ ăман пырса хыптарнă чĕкеç чĕпписем пек, çăтса ларатпăр. Нумаях юптарса тăмарĕ Хусанкай халăх куçĕ умĕнче. Хăй сăмахне вăл çапла вĕçлерĕ:

- Ашмаринăн нумай томлă чăваш сăмаххисен словарĕ - тĕпсĕр тăрă çăл куç. Ăнăçлă ĕçлеме ĕмĕтленекен кашни çамрăк çыравçăн ăна хăйĕн тăнĕ-пуçĕнче шăрантарса ирĕлтермелле, ăс-пуçа илмелле.

Лару хыççăн тула тухсассăн, эпĕ ытти çамрăксемпе пĕрле тÿрех Хусанкай еннелле уттартăм.

- Эсĕ хăш енчисем пулатăн-ха, вăрăм чăваш; - терĕ вăл мана тÿрех.

- Вăрмар енчисем, Эçпепе ялĕнчен, - терĕм именсе.

-Э-э, апла иккен. Ман унта ĕлĕкрех пĕр паллакан чăваш пурччĕ, Ярлыкин. Александр Иванчă пек астăватăп ятне. Ăслă чăваш. Пурăнать-и вăл;... Салам кала...

Çапла пĕрремĕш хут паллашрăм çавăн чухне чăваш халăх поэчĕпе Петр Петрович Хусанкайпа.

Петр Петрович чĕнсессĕн, хыпар тусассăн ал-ура çитнĕ чух Вăрмара пĕрре кăна мар килсе кайнă. Районти учительсен профсоюзсен председателĕ пулнă май, эпĕ ăна учительсен кунĕсене ирттерме йыхравлаттăм. Туртăшса тăнине нихăçан та астумастăп.

Çапла пĕррехинче учительсен кунне вĕçленĕ хыççăн та вăл пирĕн киле писательсен ушкăнĕпе ЊИлпек Микулайĕ, Иван Малкай, Михаил БеловЌ пычĕ.

Каярах вĕсем пирĕн яла виççĕн: Хусанкай, Эсхель тата вырăс поэчĕ Александр Ойслендер ятарласа ватă учитель А.И.Ярлыкин патне килнĕччĕ.

1962 çулхи юлашки кун Çĕнĕ çула кĕтсе илме Илпек хваттерне кайрăмăр. Кунтах Хусанкай та. Çавăн чухне эпĕ Петр Петровичпа «Аптраман тавраш» сăвăллă романа вырăсла епле кăларнине, хам та ку ĕçе самаях хутшăннине аса илтертĕм. Анчах авторĕ çакăншăн мана кĕнекине те пулин çырса парнелеменни пирки асăрхаттартăм. Эпĕ çывăрма çак хваттертех юлтăм Њвăхăт нумай пулнăччĕ çавЌ. Тепĕр кунне Петр Петрович ирех çитрĕ.

- Йышăнсам, - терĕ вăл кĕскен, мана «Семья Аптраман» кĕнекене тыттарса. Кĕнекене уçса пăхатăп та вулатăп:

«Аркадий Петрова

Ялан эп тарават!

Тайма пуçах сана,

Пурăнар-ха пĕр кана.

П. Хусанкай. 1.1.63. Шупашкар».

Çак кĕнекене эпĕ паян кун та хаклă реликви вырăнне хурса упратăп.

 

А. ПЕТРОВ,
писательсен Союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика