Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралакансем ытларах

13 декабря 2006 г.

 

о 2007 çул - Ача çулталăкĕ

Çуралакансем ытларах

 

2007 çул - Ача çулталăкĕ. Çакăн çинчен ЧР Президенчĕ Н.Федоров Президентăн перинаталь центрĕн территорийĕнче вырнаçнă часавая сăвапласа уçнă самантра пĕлтернĕ. Ку ахальтен мар - январĕн пĕрремĕшĕнчен иккĕмĕш тата ытларах ача çуратакан амăшĕсене 250 пин тенкĕлĕх сертификат параççĕ. Пирĕн районта ача çураласси çинче палăрчĕ-ши çакă; Çакă тата ытти ыйтусем тавра пирĕн корреспондент В.ТОЛМАТОВ районти ЗАГС уйрăмĕн начальникĕпе В.ВОЛКОВĂПА калаçнă.

- Ачасем 9 уйăхран çуралнă май кун çинчен калаçма иртерех-ха, мĕншĕн тесен асăннă документсене кăларнăранпа та ун чухлĕ вăхăт иртмен, - пĕлтерет Валентина Альбертовна. - Анчах лайăх улшăнусем пур. Кичем пултăр тесе мар, цифрăсемсĕр пирĕн ĕçре май килменрен вĕсенех илсе паратăп. 2005 çулхи 11 уйăхра районĕпе 237 ача, вĕсенчен арçын ачасем - 128, хĕр ачасем 109 çуралнă. Кăçал вара çак тапхăртах 252 ача кун çути курнă: 132 арçын ачапа 120 хĕр ача. Тепĕр цифра: пĕлтĕр 1 йĕкĕреш çеç çуралнă пулсан, кăçал вара - 6.

- Поселокпа ялсем пирки уйрăммăн мĕн калама пулать;

- 11 уйăх хушшинче чи нумай ача, паллах, Вăрмар поселокĕнче çуралнă - 63. Ялсенчен вара Мăнçырма ялне палăртас килет - унта 19 ача çуралнă, Арапуçпа Энĕшпуçĕнче - 17-шер. Çав вăхăтрах Атнаш, Энтрияль, Пăвакасси, Атайкасси, Карăкçырма, Тупах, Тикаш, Ямпай ялĕсенче пĕрер ача çеç. Кивĕ Вĕренер, Пĕчĕк Енккасси, Кĕçĕн Чак, Пăртас, Вăтакас, Чĕкету, Хуруй ялĕсенче 11 уйăх хушшинче тин çуралнă пĕр ача та сасă паман. Малашне те кун пекех пулса пырсан çак ялсем çĕр пичĕ çинчен çухалма та пултарĕç.

- Хурлăхли çинчен калаçас марччĕ. Ытларах ача хăш уйăхра çуралнă-ши;

- 10 куна тăсăлнă январьти каникулсем витĕм кÿнĕрен-ши е хĕллехи вăрăм каçсем айăплă, анчах октябрь уйăхĕнче чи нумай ача çуралнă - 31. Ытти уйăхсенче - 16-ран пуçласа 28 таран.

- Ытларах мĕнле ятсем пани те кăсăклантарать.

- Раççейĕпе хĕр ачасене ытларах Мария, Анастасия, Анна, Дарья, Софья, ывăлсене Никита, Александр, Иван, Дмитрий, Максим, Артем ятсем параççĕ.
- Районта мĕнле-ши;
         - Пирĕн районта вара арçын ачасем хушшинче Кирилл ят малти вырăнта - 13, Никита - 11, Данил - 7. Хĕрачасене вара çак ятсене ытларах панă: Виктория - 12, Анна - 11, Дарья - 11.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика