Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руль - шанчăклă алăра

28 октября 2006 г.

о "Юлашки миль" конкурса

Руль - шанчăклă алăра

Кашни кун эсĕ çул çинче,
          Кашни кун эсĕ руль умĕнче.
          Çумăр çăвать-и е çил-тăман,
          Телейлĕ çул пултăр санăн ялан.
 
                                    (Юрăран).

Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсен кунĕ çывхарса çитрĕ. Çавна май районти почтамтра водительте ĕçлекен Ю.Малышев çинчен çырса кăтартни аван пулĕ.
 
Кашни çын кулленех почта çыхăнăвĕ кỹрекен пулăшусемпе усă курать: çĕнĕ хаçат-журнал çырăнса илет е аякри çĕре çыру, посылка ăсатать. Паян почта ещĕкне янă çыру тепĕр икĕ кунран е кăшт ытларах вăхăт иртсен кирлĕ çĕре çитет, ĕнер пичете панă хаçат вара - паянах сан килỹнте. Хăнăхнă эпир пирĕн юратнă хаçат е журнал пĕр вăхăтра килнине. Е тата пенсионерсем почтальонсене кашни уйăхрах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пĕлеççĕ-ши пурте кирлĕ япала киле çитнĕ çĕре миçе алă витĕр тухнине, миçе километр çул хывнине? Чăн та, мĕн чухлĕ çын ĕçлет-ши пире кирлĕ пулăшупа тивĕçтерессишĕн? Çакăн пек çынсенчен пĕри вăл Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ỹснĕ Юрий Николаевич Малышев. Акă, ĕнтĕ 1990 çултанпа вăй хурать вăл районти почта çыхăнăвĕн водителĕ пулса. Салтакран таврăнсан тỹрех шанса параççĕ ăна çак ĕçе. Кашни кун вырсарникунпа тунтикунсăр пуçне вăл руль умĕнче. Эрне урлă сиктерсе ирхине Çĕрпỹ хулине тухса каймалла, каялла Вăрмара ултă сехет çурă валли машина тулли хаçат-журнал, посылкăсем тиесе килмелле. Сентябрь уйăхĕнчен, Куславккапа Вăрмар почта çыхăнăвĕсем пĕрлешнĕренпе, ĕç татах та нумайланчĕ. Куславккана çитермелли почтăна та пĕрле тиесе килмелле, унтан таврăнсан машина ялсем тăрăх тухса каять. 16 çул хушши кашни кун тенĕ пек такăрлатать Юрий Малышев пĕр çула. Ытларах чухне Кивĕ Вăрмар, Кавал, Кĕтеснер, Арапуç, Мăнçырма, Шăхаль, Тикаш çыхăну уйрăмĕсене тивĕçтерет хаçат-журналпа. Унăн тивĕçĕ шанса панă продукцие кирлĕ çĕре вăхăтра, информаци хăйĕн пĕлтерĕшне çухатиччен оперативлă çитересси. Çул çинче ахаль водителĕн те тимлĕ пулмалла, çапах та хаклă япала е нумай укçа-тенкĕ турттараканăн вара татах та шикленмелле. Юрийпе пĕрле çул çинче яланах почта çыхăнăвĕн ĕçченĕ Александр Ионов. Иккĕшĕ вĕсем виççĕмĕш çул ĕнтĕ туслă ĕçлеççĕ. Пĕр-пĕрне шанмасан е улталасан нумай тытăнса тăраймăн. "Почтальонсем те питĕ тỹрĕ кăмăллă, шанчăклă çынсем. Кĕпе çумалли порошок пачки ытлашши парса хăварсан та тепринче каялла тавăрса параççĕ", - пĕлтерет Ю.Малышев.
 
Салтакран таврăнсан Юрий Лариса ятлă ялти хĕре качча илет. Тепĕр виçĕ çултан вĕсем çĕнĕ çурт лартса тухаççĕ.
 
Халĕ вара мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ, килĕштерсе пурăнаççĕ.
 
Ĕçре Юрий Николаевич пысăк опытлă, пултаруллă ĕçченсен шутĕнче. Кăçал ăна акă, çĕнĕ автомашина шанса панă. Çынсемпе çăмăллăн пĕр чĕлхе тупма пултарни тỹрех курăнать, çул çинче пĕринпе те сывлăх сунмасăр иртсе каймасть, пуринпе те шỹтлеме пĕлет. Татах та нумай çул ĕçлемелле пултăр сирĕн, Юрий Николаевич.
 
Пĕрремĕш класлă водитель хăйсен праçникне ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илчĕ. Пĕр аварисĕр руль умĕнче çавăн чухлĕ тăрăшакан тав сăмахне чăннипех те тивĕçлĕ.
 
 
 
Э. АЛЕКСЕЕВА,
ЧПУ студенчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика