Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсен кĕркуннехи кроссĕ

25 октября 2006 г.

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Çăмăл атлетсен кĕркуннехи кроссĕ
 
"Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса тата çăмăл атлетикăна аталантарас, халăха физкультурăпа спорта анлăрах хутшăнтарас, пултаруллă спортсменсем тупса палăртас тĕллевпе район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи октябрĕн 18-мĕшĕнче район центрĕнчи стадионта çăмăл атлетикăпа кĕркуннехи кросс иртрĕ. Ăмăртусене шкулсен - 16, çитĕнсе çитнисен 11 команда, пурĕ 400 ытла çын хутшăнчĕ.
        Вĕсем 500, 1000, 2000, 3000 метрлă дистанцисенче тупăшрĕç.

Акă районти Спорт çурчĕ умне спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăва хутшăннисене савăнăçлă лару-тăрура райадминистрацин социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Краснов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен директорĕсем - С.Никитинпа С.Архипов тата ыттисем саламларĕç.

Чăваш Республикин патшалăх Ялавне çĕклеме иртнĕ сезонта çĕнтернĕ спортсменсем тивĕçрĕç.

Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Кашни ушкăнрах çивĕч иртрĕç вĕсем.

1995-1996 çулсенче çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем 500 метра чупса тупăшрĕç.

Пĕрремĕш вырăна М.Васильевапа (Энĕшпуç) А.Кириллов (Чупай) тухрĕç.

1993-1994 çулта çуралнисем 1000 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Л.Алексеевапа В.Теплов (иккĕшĕ те Чупайĕнчен) çĕнтерчĕç.

1991-1992 çулта çуралнă вĕренекенсем хушшинче каллех Чупай спортсменĕсем палăрчĕç. 1000 метрлă дистанцие Л.Никифорова, 2000 метра М.Петров чи малтан вĕçлерĕç.

1989-1990 çулсенче çуралнисем 2000 тата 3000 метрсене чупса тупăшрĕç. Чи пултаруллисем вара О.Кудряшовапа (Энĕшпуç) С.Иванов (Чупай) пулчĕç.

Шкулсен командисенчен пĕрремĕш вырăна - Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул, иккĕмĕшне - Урнарсем, виççĕмĕшне Энĕшпуçсемпе Мăнçырмасем йышăнчĕç.

Çитĕнсе çитнисем хушшинче те ăмăртусем интереслĕ иртрĕç.

Хĕрарăмсем - 500, арçынсем 1000 метра чупрĕç.

18-29 çулхисенчен А.Иванова (Энĕшпуç ял тăрăхĕ) çĕнтерчĕ.

30-39 çулхисем хушшинче малти вырăна Н.Михайлова (Мăнçырма) тухрĕ.

40-49, 50-59 çулхисенчен С.Егорова (Чупай) тата В.Антипова (Кĕлкеш) çăмăллăнах пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

20-29 çулхи арçынсенчен С.Антонов (Вăрмар хула тăрăхĕ), 30-39 çулхисенчен В.Кируш (Чупай), 40-49 çулхисенчен О.Мефодьев (Тикаш), 50-59 çулхисенчен Э.Антонов (Арапуç), 60-69 çулхисенчен К.Иванов (Кивĕ Вăрмар) çĕнтерчĕç.

Çитĕнсе çитнисем хушшинче малти вырăна Чупай ял тăрăхĕн команди тухрĕ.

Мала тухнă спортсменсене грамотăсемпе наградăланă тата укçан парса хавхалантарнă.

Л. АГАПОВА,
ăмăртăвăн тĕп судйи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика