Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçарулăх кăтартать

05 августа 2006 г.

о Депутат ĕçĕ - хĕлĕ
 
Пуçарулăх кăтартать
 
Кайăк хитре тĕкĕпе, çын ĕçпе тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. Пирĕн районта та кун пек çынсем сахал мар. Акă, сăмахран, "Пурăнмалли çурт-йĕрпе комуналлă хуçалăх управавленийĕ" муниципаллă учреждени пуçлăхне В.Иванова илер-ха. Вăл хăйĕн ĕçне тĕрĕс пĕлсе пурнăçласа пырать, пуçарулăх кăтартать. Коллектив та ăна çакăншăн хисеплет.
 
Коммуналлă хуçалăхра пулса иртекен реформăсем йывăрлăхсем сахал мар кăларса тăратрĕç. Анчах та Валерий Александрович тата ун коллективĕ поселок çыннисем, хваттер хуçисем умĕнче хăйсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Поселока тирпей-илем кĕртессипе, çỹп-çаппа тулнă контейнерсене вăхăтра пушатассипе, хваттер хуçисем патне шыв, ăшă вăхăтра çитерессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Тĕрĕссипе каласан В. Иванов пуçлăх юсав ĕçĕсем пыракан объектсене хăй çитсе тĕрĕслет, мĕн кирлине пĕтĕмпех тивĕçтерет. Кăçал çуллахи шăрăх кунсенче колонкăсене, хваттерсене шыв çителĕклех пычĕ. Хăш-пĕр чухне канмалли кунсенче те ĕçлеççĕ вĕсем. Шыв е канализаци пăрăхĕ юрăхсăра тухнă-и е тата ытти тĕрлĕ пăтăрмахсене вăхăтра пĕтерме тăрăшаççĕ.
 
В. Иванов район Пухăвĕн депутачĕ пулнă май ветерансен, тивĕçлĕ канăва тухнă çынсен, ĕç çыннисен проблемăлла ыйтăвĕсене те татса пама пулăшать. Тепĕр майлă каласан вĕсемпе яланах тачă çыхăнура. Апла пулсан ĕç те кал-кал пулса пырать. Эпир вара Валерий Александровича тата унăн коллективне вĕсен çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунар.
 
                                      Е. ФЕДОТОВА, Е. ЕФРЕМОВА,
 
                                            А. ИЛЬИНА, О. СМИРНОВА,
 
                                           С. ГОЛУБЕВ, М. ГОЛУБЕВА,
 
                                     Р. УТКИНА тата ытти ветерансем.
 
                                                            Вăрмар поселокĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика