Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха - анлă çул

22 июля 2006 г.

о Потребкоопераци

Малашлăха - анлă çул

Районти кооператорсем кашни çул июль уйăхĕнче хăйсен уявне - Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне паллă тăваççĕ. Районти райпо ĕçченĕсем те ăна лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç.

Чаплă уява райпо канашĕн председателĕ К.Никитин уçрĕ. Ăна ирттерме районти потребкоопераци ĕçченĕсем, ветеранĕсем, пайщиксем, уполномоченнăйсем хутшăннă. Район пуçлăхĕ В.Кириллов та уява пухăннисене саламлама килнĕ.

Чи малтанах райпо канашĕн председателĕ К.Никитин сăмах илчĕ. Вăл пухăннисене Раççей потребкооперацийĕ 175 çул тултарнă ятпа саламларĕ, ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Пĕтĕм тĕнчери, РФ потребкооперацийĕн аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Паян Раççей потребкооперацийĕ РФ Президенчĕ В.Путин палăртнă приоритетлă наци проекчĕсене, уйрăмах ял хуçалăх отрасльне аталантармалли проекта пурнăçа анлăн кĕртсе пырать. Çак проектсен тĕп тĕллевĕ - халăх пурнăçне лайăхлатасси. Константин Владимирович Вăрмар райпо аталанăвĕ çинчен те чарăнса тăчĕ. Унăн тымарĕ ялсенче кооператорсен ушкăнĕ йĕркеленнипе çыхăннă. 1912 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче пĕрремĕш хут кооперативлă общесто йĕркеленнĕ, кооператив лавкки уçăлнă. "Услар" кооператорсен обществи Кавал, Кивĕ Вăрмар ялĕсене çыхăнтарнă. Каярахпа потребительсен обществисем Кĕтеснерте, Энĕшпуçĕнче тата ытти ялсенче аталаннă.

1930 çулта районта потребительсен обществи йĕркеленет. Унăн пĕрремĕш председателĕ Б.Степанов пулнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче райпо фронта валли ял хуçалăх продукчĕсем хатĕрлессипе пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Кунта ĕçленĕ В.Матвеев хатĕрлевçĕ, В.Белов склад заведующийĕ, Г.Петров таварпа тивĕçтерекен, М.Петров счетовод, Г.Тимаков экономист вăрçăра ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă. 1950 çулта райпора 5 ялпо, 10 ял лавкки, промышленноç таварĕсем сутакан 3 лавкка, апат-çимĕç лавкки - 42, çăкăр пĕçерекен пекарня - 2, 3 столовăй, хатĕрлев кантурĕ ĕçленĕ.

Потребкоопераци ветеранĕсенчен К.Никитин уйрăмах В.Герасимова ырă сăмахпа палăртса хăварчĕ. Унăн ĕç стажĕ 55 çул, председательте вара пĕр улшăнмасăр 26 çул вăй хунă. Çавăн пекех Н.Дмитриева, Р.Павлова, Ф.Петрова, Р.Артюкова, Н.Бутаева, Э.Борисова, М.Александрова, Е.Романова, Г.Петрова тата ыттисем те потребкооперацинче ырми-канми вăй хунă.

Хальхи вăхăтра районти потребительсен обществи 2600 пайщике пĕрлештерсе тăрать, кунта пурĕ 360 çын вăй хурать, вĕсенчен аслă пĕлỹ илнĕ специалистсем - 29.

2006 çулхи пĕрремĕш çур çулта пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 41,8 миллион тенкĕпе танлашнă, 9,5 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, 7,1 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх продукчĕсем тата ытти чĕртавар хатĕрленĕ. Çăкăр - 323, кондитер изделийĕсем - 43,2, макарон - 14,5, кисель - 18,5, кăлпасси - 7,5 тонна, 42 пин декалитр пылак шыв туса кăларнă.

Коопераци системинче чылай çул тăрăшса вăй хунăшăн, обществăлла ĕçре хастар пулнăшăн, РФ Потребкоопераци 175 çул тултарнă ятпа юсавпа строительство ушкăнĕн мастерĕ Н.Макаров, райпо грузчикĕ Е.Якимова "РФ потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Райпо экономистне Э.Борисована, З.Васильева бухгалтера, Л.Михайлова товароведа, Н.Федорова бухгалтера "ЧР потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" хисеплĕ ята панă. Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотине С.Матвеев водитель тивĕçнĕ. Пысăк Енккассинчи кооперативлă предприятийĕн директорне Л.Тимофеевăна Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Çавăн пекех райпо канашĕн Хисеп грамотине, райпора тĕрлĕ çулсенче тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн, юбилей знакĕсене тивĕçлисем чылайăн пулчĕç. Награда илнĕ çынсене райпо канашĕн председателĕ К.Никитин саламларĕ. Малалла та пысăк ỹсĕмсем тума сунчĕ.

Район пуçлăхĕ В.Кириллов райпо ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, наци проекчĕсене пурнăçа анлăн кĕртсе пыма пур хăватпа ĕçлеме çирĕп сывлăх сунчĕ. Райпо системинче чылай çул тăрăшса вăй хунăшăн"Нива" тулли мар яваплă обществăн пылак шыв цехĕн мастерне В.Михайловăна Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çавăн пекех райпон автогараж водительне В.Григорьева, тĕп экономистне А.Ларионовăна ĕçре ỹсĕмсем тунăшăн Тав çырăвĕ пачĕ.

З. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика