Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар хуралĕн ветеранĕ

22 июля 2006 г.

о Ят-сум

Пушар хуралĕн ветеранĕ

Николай Васильевич Борисов Тăвай районĕнчи Эльпуç ялĕнче 1936 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Василий Семенович Борисов, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан пĕр эрнеренех фронта тухса кайнă. Амăшĕ, Анна Александровна, киле виçĕ ачапа тăрса юлнă.

1943 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче, вĕсен çемйине Ленинград хули çывăхĕнче хĕрỹ çапăçусем пынă вăхăтра Василий Семенович хыпарсăр çухални çинчен пĕлтернĕ, хут килет.

- Пурнăç йывăрланнăçемĕн йывăрлансах пычĕ пирĕн ун хыççăн, - аса илет халĕ Николай Васильевич. - Выçăллă-тутăллă ỹснипе йăмăксем час-часах чирлекен пулчĕç. 1942 çулта, çулла, кĕçĕн йăмăк (Алевтина) пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлчĕ. Йывăр хуйхă хыççăн анне хăйпе пĕрле колхоза ĕçе пире те илсе çỹреме пуçларĕ. Çапла вара тырă вырма, çĕмел тума тата ыттине те хăнăхрăмăр. Çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван колхозра вăй хума тытăнтăм. Тăвайĕнчен, МТСран яла илсе килнĕ икĕ трактор (СТЗ) валли лашапа çунтармалли-сĕрмелли япаласем турттараттăм. Вара плугарьте, выльăх-чĕрлĕх ферминче вăй хутăм. Ун хыççăн Канашри чукун çул предприятийĕнче тăрăшрăм. 1956 çулта ялти (Эльпуçĕнчи) вăтам шкултан вĕренсе тухрăм.

Николай Васильевич шкулта вĕреннĕ чухне драмкружок занятийĕсене çỹренĕ, хорта юрланă.

"Хор лайăххисен йышăнчеччĕ. "Сирень-черемуха" юрăпа эпир (Аля Данилова, Мая Дмитриева, Георгий Сергеев) республикăри шкул ачисен пĕрремĕш фестивальне кайма тивĕçлĕ пулнăччĕ.

1956 çулта кĕркунне службăна Венгри Халăх Республикине лекрĕм. Кĕскен каласан, малтан Секешфехервар, унтан Сомботхей хулинче артиллери батарейинче службăра тăтăм. Çартан таврăнсан малалла вĕренес пирки шухăшларăм", - калаçăва малалла тăсать ветеран.

Пĕррехинче Энĕшпуç чукун çул станцийĕнче пурăнакан пĕр-тăвансем - Николайпа Георгий Андреевсем ăна Вăрмар поселокĕнче пушар чаçĕ йĕркелени тата унта инструкторта ĕçлеме çын кирли çинчен пĕлтереççĕ.

- Эпĕ вĕсен сĕнĕвĕпе килĕшрĕм. Тепĕр куннех Вăрмара килтĕм. Мана инструктора ĕçлеме илчĕç, - малалла каласа парать Николай Васильевич. - Тепĕр уйăхран Иваново хулинче вăтам должноçри начальниксене хатĕрлекен шкула вĕренме ячĕç.

Çапла вара Н.Борисов Вăрмарти пушар чаçĕнче 1960-1963 çулсенче ĕçлет. 1963 çулта ăна Вăрмарти милици уйрăмне Госпожнадзор инспекторĕн должноçне куçараççĕ. Икĕ çултан аслă инспектор пулса тăрать. 1975 çулта вара Вăрмарти милици пайĕн Госпожнадзор инспекцийĕн начальник ĕçне шанса параççĕ.

1977 çулта вăл Хусанти В.И.Ульянов (Ленин) ячĕллĕ патшалăх университечĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухать.

1980 çулта Н.Борисов Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин пушар хурал управленийĕн кадрсем хатĕрлекен вĕренỹ пункчĕн начальникĕнче вăй хунă.

1986 çултан пуçласа Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин пушар хуралĕн управленийĕн аслă инженерĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех (1989 çулччен) ĕçлет Николай Васильевич.

Тивĕçлĕ канăва тухсан пушар хуралĕн историне, пурнăçне кăтартакан выставкăра (Шупашкар хулинче), республикăри пушар хуралĕн ветерансен канашĕн председателĕнче тăрăшнă Н.Борисов.

Шалти ĕçсен министерстви нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Николай Васильевича тĕрлĕ çулсенче I, II, III степеньлĕ "Пĕр кăлтăксăр службăшăн" медальсемпе наградăланă, çавăн пекех "Ĕç ветеранĕ" медальсене илме тивĕçнĕ. Николай Васильевич Борисова 1987 çулта СССР Шалти ĕçсен министрĕн приказĕпе "Пушар хуралĕн чи лайăх ĕçченĕ" знак парса чысланă.

Хăйĕн ĕçĕнче пуçаруллă та тăрăшса вăй хунăшăн панă медальсемпе Хисеп грамотисен, тав хучĕсемпе укçан илнĕ премисен шутне каласа пĕтерес те çук.

Мăшăрĕпе - Эмма Михайловнăпа (вăл 35 çул райпора, вĕсенчен 30 çулне товароведра ĕçленĕ) пĕр ывăл - Владислав ỹстернĕ. Вăл стоматолог, Шупашкарти пĕр поликлиникăра тĕп врач заместителĕ.

В. МИРОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика