Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил-çурта хăтлăх кỹме

19 июля 2006 г.

о Пахалăх

Кил-çурта хăтлăх кỹме

Кашни çынах хăйĕн килĕнче тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшать. Хуçалăхра кирлĕ пулакан тĕрлĕ йышши япаласем туяннипе пĕрлех кил-çурт сăн-сăпатне илемлетме çине тăрать.

- Мĕнле кăна обой çыпăçтарса пĕтермен-ши кил-çуртне. Стенисене пластикăран тунă панельсемпе, плинтуссемпе капăрлатнă. Чỹречисене те çĕнĕ гардина çакнă. Япалисене вара пурне те Вăрмар поселокĕнчи обой сутакан лавккаран туяннă, - икĕ хĕрарăм çапла калаçса тăнине илтме тỹр килчĕ автобус кĕтсе тăнă вăхăтра.

Хамăра та обойсем кирлĕ пулнăран Ленин урамĕнчи йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен (КБО) çуртăн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă (çуртăн сулахай енче) лавккана çул тытрăм.

Эпĕ пынă чухне çынсем йышлăччĕ кунта. Кашниех хăйне кирлĕ япаласене суйлать.

Валентина Адюковăпа Светлана Храмова сутуçăсем тавар туянакансене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Кĕтсе илни çеç те мар, ырă канашсем, сĕнỹсем параççĕ, паха та илемлĕ тавар суйласа илме пулăшаççĕ. Лавккара чылайранпа ĕçленĕрен ку енĕпе вĕсен опыт самаях пысăк.

- Кухьнăна тата прихожăйне кăштах сăн кĕртесшĕн. Хăшне суйласа илсен лайăхрах-ши?, - ыйтать ялтан килнĕ кинеми.

- Кăштах сăн кĕртме çеç мар, пĕтĕмпех илемлетме пулать, - йăл кулса ăшшăн хуравлать Валентина Николаевна аслă сутуçă. - Сире валли пурте пур кунта: пĕр рулон 40 тенкĕрен пуçласа 800 тенкĕ тăраканни те. Обойсем 53 сантиметртан пуçласа 1 метр сарлакăшлисем таранах. Хамăр тата ют çĕр-шывра туса кăларнисем те, суйла кăна. Вăрăмĕшĕпе те тĕрлĕрен, пĕр метртан пуçласа 15 метр таранах. 1 метр сарлакăшлă флизелиновăй шпалерсене çыпăçтарнă чухне йĕрсем те юлмаççĕ. Тĕсĕсем те тĕрлĕрен, 100 тĕс таранах.

Лавккана кĕрсе курсан чăннипех тĕлĕнетĕн: кил-çурта илемлетмелли, усă курмалли темĕн те пур кунта. Ниçта шырамасăрах çакăнтах сантехника хатĕрĕсем (фарфортан тунă умывальниксем, унитазсем), 3,5 метр сарлакăшлă линолеум, вертикальлĕ тата горизонтальлĕ жалюзăсем, тỹпе çыпăçтармалли тĕрлĕ клейсем, грунтламалли, шпатлевкăламалли хатĕрсем, сĕтел çине витмелли илемлĕ кленкăсем тата килте кирлĕ пулакан ытти лайăх япаласем нумай туянма пулать.

Тавар туянакансем ыйтнипе сутуçăсем вĕсем валли кирлĕ япаласем илсе килме заказсем те йышăнаççĕ, хаваспах пурнăçлаççĕ.

Кил-çурта илемлетме кирлĕ япаласене эсир ку лавккара пурне те туянма пултаратăр. Ăшă кăмăллă сутуçăсем сире хапăл туса кĕтеççĕ.

Лавккана кĕрсе çỹрĕр, пĕрре те ỹкĕнмĕр, сирĕн ыйтăва кунта туллин тивĕçтерме тăрăшĕç.

А. ИЛЬИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика