Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар поселокĕ капăрлантăр

15 июля 2006 г.

о Вырăнти хăй тытăмлăх

Вăрмар поселокĕ капăрлантăр

Поселок илемĕшĕн тăрăшса тĕп урамра (эпир ăна "Арбат" тетпĕр) темиçе çул хушши ĕнтĕ йывăç хунавĕсем, чечексем лартса ỹстеретпĕр, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттеретпĕр. Анчах та темĕн чухлĕ тăрăшсан та, пурнăçланă ĕç сая каять. Ирĕкре çỹрекен качакасем вĕсене таптаса-хуçса, кăшласа пĕтереççĕ, сиен кỹреççĕ.

Çав сăлтавпах ĕнтĕ Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев поселокра пурăнакан, качака е урăх выльăх усракан çынсен хуçисене пухса канашлу ирттерчĕ. Качака тытакансене вĕсене ĕнесемпе пĕрле кĕтĕве яма е кăкарса усрама сĕнчĕ. Ирĕкре çỹрекен качакасен хуçисене кỹнĕ тăкакшăн явап тыттарма пулни çинчен пĕлтерчĕ.

"Вăрмар поселокĕ тахçантанпах ешерсе симĕс тум тăхăнмалла, йывăç-тĕмсем кашласа лармалла. Пирĕн вара апла мар. Поселок илемĕшĕн кашниех тăрăшмалла. Çын тунă ĕçе хисеплеме пĕлмелле. Хамăр поселок илемĕшĕн хамăрах тăрăшар" тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Андрей Васильевич.

В. ГУРЬЕВА,
Вăрмар хула тăрăхĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика