Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсен йышĕ ỹсрĕ

15 июля 2006 г.

о Район хаçачĕн юбилейĕ умĕн

Журналистсен йышĕ ỹсрĕ

Чăваш пичечĕ çуралса аталанма пуçланăранпах Вăрмар тăрăхĕнчен журналистсем йышлăн тухни паллă. Акă "Хыпар" хаçатăн иккĕмĕш редакторĕ С.К.Кириллов пулнă. Вăл 1878 çулта Мăнçырма ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1906 çулта Н.В.Никольскирен "Хыпар" хаçата редакцилессине хăй çине илсе юлнă. Пирвайхи чăваш хаçатĕнче Д.А.Демидов-Юлташ (вăл та Мăнçырма ялĕнчен) сăввисемпе калавĕсене пичетленĕ. Хусанта тухса тăракан вырăсла хаçатсенче унăн статйисем çапăннă. Демидов-Юлташа пирвайхи чăваш журналисчĕ-писателĕ тесе хисеплетпĕр. Кĕтеснер чăвашĕ Григорий Алентей "Канаш" хаçатăн (вăл пирвайхи "Хыпарăн" тăсăмĕ) редакцийĕнче ĕçленĕ, çумредакторĕ, редакторĕ пулнă. Чăваш халăх писателĕ Василий Алентей литературăри çулне журналист ĕçĕнчен тытăннă, вăл вăрçă хыççăн "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакторĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра паллă писатель Аркадий Казанов (Пинер) хăйĕн пирки "Эпĕ хаçатран тухнă çыравçă", тет. Пирĕн ентешсем: Виктор Рсай, Исаев Мĕтри (Авраль), Александр Янташ, Анатолий Тимофеев-Ыхра литература каçалăкне журналистикăран пуçăннă.

Хальхи вăхăтра та Вăрмар журналисчĕсем хастар. Обществăлла корреспондентсен йышĕ те сахалах мар. Вĕсем район хаçатĕнче тĕрлĕ хыпарсем пичетленисĕр пуçне республикăри кăларăмсен редакцийĕсемпе те çыхăну тытаççĕ. Акă В.Миронов, В.Толматов, В.Цыфаркин, Н.Иванов район пурнăçĕпе çыхăннă материалсене "Хыпарта", "Тантăшра" кăлараççĕ.

"Хĕрлĕ ялав" хаçат кăçал çитмĕл пилĕк çулхи менельникне паллă тăвĕ. Редакци ĕçĕ-хĕлĕ тимĕр лаççи пекех. Кунта эрнесерен çĕнĕрен те çĕнĕ пичет материалĕсем туптанса тухаççĕ, хаçат пулса вулакансем патне çитеççĕ. Çитмĕл пилĕк çул тумхахлă та мухтавлă пулнă. Ун пирки паллă журналист А.И.Хованский райхаçат пирки кăларнă кĕнекинче тĕплĕн каласа кăтартнă. Редакцире ĕçлекенсен йышĕ тапхăрăн-тапхăрăн улшăнсах тăрать, мĕн тăвăн - пурнăç йĕрки çапла. Аслисем каяççĕ те çамрăккисем килеççĕ. Вĕсем те часах палăрса çитеççĕ, вулакансем хăйсем килĕштерекен журналистăн материалĕсене тем пекех кĕтеççĕ вара. Хальхи вăхăтра хаçат редакцийĕнче ытларах çамрăксем. Тĕрлĕ сăлтава пула вĕсем пултарулăх союзне - Раççей журналисчĕсен Союзне кĕрейменччĕ. Ĕç опычĕ вара - кашнийĕнех çителĕклех. Çакна шута илсе аслă ăрури журналистсем - П.Алексеева, В.Толматова, З.Павлована, А.Николаевана, В.Гурьевана Союза кĕме рекомендаци пачĕç. Нумаях пулмасть вĕсем чăн-чăн журналист пулнине кăтартакан ĕнентерỹ хутне илчĕç. Журналист удостоверенине çавăн пекех хаçат-журналра нумай çул çыхăну тытакан Н.Ивановпа В.Цыфаркин та илчĕç. Халĕ пуçламăш организацире - 13 çын.

- Пирĕн умра кăçал питĕ çивĕч ыйтусем тăраççĕ. Вулакансене информаципе тивĕçтернипе пĕрлех наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнине сăнасах тăмалла, патшалăх политикине халăх патне çитермелле. Хаçат юбилейĕ те çывхарать, эппин унăн кун-çулне кăтартакан материалсем ытларах çырмалла, - пĕлтерчĕ РФ журналисчĕсен Союзĕн пуçламăш организацийĕн секретарĕ А.Хованский журналистсен пухăвĕнче. Çавăн пекех республикăри хаçатçăсем пирки кĕнеке хатĕрлеме пуçăннă. Пирĕн те çак ĕçрен айккинче юлмалла мар, хамăрăн журналистсем пирки пуян статьясем çырса памалла.

В. ЕГОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика