Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правилăсене çирĕп пурнăçласа пырар

12 июля 2006 г.

о Пушар хăрушсăрлăхĕ

Правилăсене çирĕп пурнăçласа пырар

Пушар хăрушсăрлăхĕ тата вăл мĕнле пысăк инкексем илсе килме пултарни çинчен пурте лайăх пĕлетпĕр. Кĕске вăхăтрах миçе çул пухнă пурлăха, тунă çурт-йĕрсене çунтарса яма пултарать, кăмрăкпа кĕл çеç хăварать. Хăш-пĕр чухне пушар çынсен пурнăçне те вăхăтсăр татать. Çапла вăл чăннипех те хăрушă та йывăр инкек. Пушарсем тухаççĕ, анчах та ăна хирĕç кĕрешессипе хăш-пĕр предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Предприятисене тĕресленĕ хыççăн предписанисем паратпăр пулсан та, хăш-пĕр хуçасем пушартан сыхланмалли правилăсене пăхăнмаççĕ, сỹнтермелли хатĕрсене вăхăтра юсамаççĕ, çавăнпа та тĕрлĕ сăлтавсене пула вĕсем тухсах тăраççĕ. Çулсерен çынсен пурнăçĕсем вăхăтсăр татăлаççĕ, çурт-йĕрсем çунса каяççĕ. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пурнăçласа пымалла. Тĕрлĕ электроприборсемпе усă курнă чухне тимлĕ пулни кирлĕ. Ĕç пĕтнĕ хыççăн киле тухса кайнă чухне электроприборсене сỹнтерсе хăвармалла. Хăш-пĕр чухне çак сăлтавсене пула та пушар тухса питĕ нумай сиен кỹрет. Мăнçырма, Кĕтеснер, Чулкас ял тăрăхне кĕрекен хуçалăхсенче пушар сỹнтермелли машинăсен огнетушительсем çуккă, яваплă çынсем пушартан сыхланмалли правилăсене пĕлмеççĕ. Пушар ан пултăр тесен, пурин те, пур çын пек пулса, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп тытса пымалла, вут кăвартан сыхланма пĕлмелле, унăн инкекĕсемпе сиенĕ çинчен пĕр самантлăха та манма юрамасть.

А. СОРОКИН,
районти пушар хуралĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика