Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмел курăкĕ пухаççĕ

08 июля 2006 г.

Эмел курăкĕ пухаççĕ

Çу-эмел курăкĕсем пухмалли хĕрỹ тапхăр. Районти хатĕрлев кантурĕ кашни çулах çак ĕçе нумайрах та нумайрах çынна явăçтарма тăрăшать. Ку енĕпе уйрăмах шкул ачисем тăрăшуллă. Кашни çулах Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен А.Голубев, пĕртăван Соловьевсем, хуларан каникул вăхăтĕнче поселока канма килекен В.Андреев вуншар-вуншар килограмм эмел курăкĕ пухса виçшер пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Çитĕннисем те çак ĕçрен айккинче юлмаççĕ, Вăрмар поселокĕнчи И.Павлов пĕлтĕр çак тавара ултă пин тенкĕ ытларахлăх пухса панă. Кăçал та çав шая çитересси пирки пĕрре те иккĕленмест вăл. Уйрăмах Кавал ялĕнчи А.Семеновăна палăртса хăварас килет. 91 çулта пулсан та сывлăха сиплемелли курăксем пухма ỹркенмест, темиçе çул хушши тĕрлĕ эмел курăкĕсене çăвĕпех пухса парать. Çак ĕçе пурнăçланипех, тен, вăл халĕ те вашават та пултаруллă. Эпир ăна хамăр патĕнче яланах хапăл тăватпăр.

Н. СТЕПАНОВ,
райпон хатĕрлев кантурĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика