Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсем вăйлă та, ачаш та

08 июля 2006 г.

о Отчетпа суйлав конференцийĕнчен

Хĕрарăмсем вăйлă та, ачаш та

Хĕрарăмсен районти канашĕн отчетпа суйлав конференцийĕ райадминистрацинче иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕ Ю.Соколов, "АККонд" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ М.Иванов тата вĕрентỹ, сывлăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Отчетлă тапхăрти ĕç-хĕл пирки хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Г.Петрова тухса каларĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов районти хĕрарăмсен пултарулăхĕ пирки чарăнса тăни те çав тери кăмăллă пулчĕ. Хĕрарăмсен "Сударушка" клубĕн руководителĕ С.Щербакова çак тапхăрти ĕçсемпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Çамрăксен политикин тата вĕрентỹ пайĕнчи опекăпа попечительствăн ертсе пыракан специалисчĕ Л.Эсенкулова районти çул çитмен, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ ачасен шăпи пирки пăшăрханчĕ, вĕсене хỹтлĕхе илнĕ çемьесене ырларĕ. Шăплатри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Л.Рыжова, районти хĕрарăмсен канашĕн членĕ А.Юшина тухса калаçрĕç. "АККонд" УАО генеральнăй директорĕн заместителĕ М.Иванов хĕрарăмсем çĕр çинче пысăк вăй пулнине палăртрĕ.

Конференцинче хĕрарăмсен районти канашĕн çĕнĕ составне суйларĕç, пурте пĕр саслă пулса унăн председателĕ пулма Г.Петровăнах хăварчĕç. Республикăри хĕрарăмсен XIV съездне кайма делегатсем суйларĕç. Çавăн пекех ĕçре палăрнă хĕрарăмсене "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти политканашĕн секретарĕ В.Кириллов тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем пачĕ.

Конференцие хутшăннисене Вăрмар поселокĕнчи "Березка" ача-пăча сачĕн ачисем концерт лартса пачĕç.

Тепĕр кунне районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсем Раиф монастырьне çитсе курчĕç. Унта пурăнакан çул çитмен ачасен шăписемпе кăсăкланчĕç. Кунти тĕлĕнмелле илемлĕхе курса савăнчĕç. Раиф монастырĕн историйĕпе кĕскен паллашрĕç. Çул çỹрев усăллă та чуна канĕçлĕ иртрĕ. Унта çитсе курма "АККонд" УАО спонсор пулса пулăшнă. Ăна хĕрарăмсем тав тăваççĕ, малашне ăнăçусем сунаççĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика