Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ енлĕ пулăшу

08 июля 2006 г.

о Ыран - Раççей почтин кунĕ

Тĕрлĕ енлĕ пулăшу

Июлĕн 9-мĕшĕнче почта ĕçченĕсем хăйсен професси уявне - Раççей почтин кунне уявлаççĕ. Пирĕн корреспондент В.ТОЛМАТОВ районти почтамт начальникĕпе А.ЕФРЕМОВПА курса калаçнă.

- Анатолий Николаевич, уяв умĕн яланхи ыйту - Вăрмар почтамчĕ уява мĕнле çитĕнỹсемпе кĕтсе илет?

- Кăçалхи пĕрремĕш кварталта эпир республикăри почтамт уйрăмĕсем хушшинче тупăш илес енĕпе 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр, иккĕмĕш кварталти ĕçсем тăрăх та малти вырăнсене йышăнма шанăç пур. Вăрмарти почтамта, Кавалти, Пысăк Енккассинчи, Мăнçырмари çыхăну уйрăмĕсене газпа ăшăтма пуçланă. Çулталăк вĕçлениччен Вăтакасри çыхăну уйрăмĕ те "кăвак çулăм" ырлăхĕпе усă курма пуçлĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ ĕç йĕркипе ĕçлеме пуçларăмăр. Районти почтамт халĕ çынсене ирхине 7 сехет те 30 минутран пуçласа 21 сехетчен йышăнать, ялти çыхăну уйрăмĕсем 7 сехетрен 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Тупăш çăл куçĕ, паллах, ĕçленинчен килет. Иртнĕ 2005 çулта кăна бюджета 2 миллион та 200 пине яхăн налук тỹленĕ.

- Малтанхи çулсенче почта ĕç-хĕлне эпир корреспонденци, хаçат-журнал, посылкăсем валеçессипе çеç çыхăнтарнă. Халĕ çыхăну структуринче ĕçлекенсен ĕçĕ анлăланчĕ пулмалла.

- Çапла, асăннă ĕçсемсĕр пуçне банк пулăшăвĕсем те паратпăр, "Связьбанк" валли вкладсем йышăнатпăр, таварсем туянма электронлă укçа куçарăвĕсем туса ирттеретпĕр, мобильлĕ телефон карттисем сутатпăр. Автомашинăсене (ОСАГО), хваттерсемпе çуртсене, ытти хуралтăсене страхлас тесен те эпир сире хапăл.

- "Кадрсем пĕтĕмпех татса параççĕ", - тенĕччĕ пĕр паллă çын. Вĕсемпе еплерех?

- Пирĕн патĕнче халĕ 95 çын вăй хурать. Вăрмар почтамтĕнче - 25, ыттисем ялсенчи çыхăну уйрăмĕсенче. Вĕсем пирĕн - 15. Юлашки темиçе çул хушшинче куçăмсăр майпа Шупашкарти çыхăну техникумĕнчен 20 специалист вĕрентсе кăлартăмăр. Çапла вара пур çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕсем, операторсем аслă тата ятарлă вăтам пĕлỹллĕ, юлашки вăхăтра кăна 7 хушма ĕç вырăнĕ турăмăр.

- Уяв умĕн ĕçре палăрнă ĕçченсене палăртма кăмăллă.

- Тỹрех калас килет - пурте хăйсен ĕçне пĕлсе, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Уйрăмах Арапуçĕнчи (начальникĕ Н.Ионова), Пысăк Енккассинчи (П.Яковлева), Кавалти (Л.Ланина), Кĕтеснерти (Н.Николаева), Вăтакасри (З.Никитина), Аслă Чакри (Н.Никитина), Кивĕ Вăрмарти (Л.Сереброва), Шăхальти (Л.Михайлова) çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсене асăнас килет. Çитĕнỹ тума почтамт операторĕсем Л.Сергеева, В.Лаврентьева, экспулатаци енĕпе ĕçлекен инструктор Е.Дмитриева (ун ячĕпе нумаях пулмасть управленинчен тав çырăвĕ килчĕ), Н.Степанова кадрсен пайĕн пуçлăхĕ, З.Ионова тĕп бухгалтер, А.Ильин электромеханик, Е.Иванова, Т.Васильева, Н.Степанова почтальонсем пысăк тỹпе хываççĕ.

Администраци тата профсоюз комитечĕ ячĕпе хамăр структурăри пур ĕçченсене, ветерансене Раççей почти кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа сывлăхпа телей, çитĕнỹсем тума сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика