Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав кунне палăртнă

08 июля 2006 г.

о Сесси

Суйлав кунне палăртнă

Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Чăваш Республикин виççĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ 33-мĕш сессийĕ ĕçленĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов, Чăваш Республикин Президенчĕн Патшалăх Канашĕнчи представителĕ, Президент Администрацийĕн ертỹçи Энвер Аблякимов, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов, Правительство членĕсем, хула-район пуçлăхĕсем, общество представителĕсем хутшăннă.

Парламентарисем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тăваттăмĕш суйлаври депутачĕсене суйламалли куна палăртнă. Ăна кăçалхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Депутатсем Чăваш Республикин "Чăваш Республикин "Чăваш Республикин референдумĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проекчĕпе Чăваш Республикин "Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен саккун проектне иккĕмĕш вулавпа йышăннă. Çавăн пекех сессире Чăваш Республикин "Муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха муниципалитет районĕсемпе тăрăхĕсен хушшинче пайласси çинчен" саккун проектне тата ытти ыйтăва пăхса тухнă.

("Хыпар" хаçатран).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика