Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекене мĕн кĕтет?

05 июля 2006 г.

о Пенси реформи

Ĕçлекене мĕн кĕтет?

2002 çултан пуçласа Раççей Федерацийĕнче çĕнĕ пенси тытăмĕ пурнăçа кĕчĕ. Нумай çуллăха палăртнă пенси реформи темиçе ăру кун-çулне пырса тивет. Пенси реформине çул паракан "Раççей Федерацийĕнчи пенсин обязательнăй страхованийĕ çинчен" калакан тĕп саккунĕ çинче чарăнса тăрас килет. Палăртнă саккунăн, çавăн пекех пенси реформин тĕп тĕллевĕ - обязательнăй страховани принципĕсем тăрăх укçине ỹстерме тата вăрттăн тупăша уçса пама хавхалантаракан пенси тытăмне туса хурасси. Çĕнĕ саккунсем вăй илнĕ май пенсин пухăнса пыракан пайĕ пурнăçа кĕчĕ. Урăхла каласан, пирĕнтен кашни пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе хăйĕн пулас пенсийĕ валли хăйех укçа пухма пуçлать. Çапла майпа унăн уйрăм капитал пухăнать. Çак укçа патшалăх пенси страхованийĕн тытăмĕнче страхланнă кашни çыннăн харпăр хăй счетĕнче шутланать. Ĕç тапхăрĕнче Пенси фондне хывнă укçа-тенкĕ калăпăшĕнчен пенси страховани тата пухăнса пыракан пайĕсем мĕн чухлĕ пуласси килет. Çавăнпа кашни ĕç çыннине пенси взносĕсене пур тупăшран та хывни вырăнлă.

Палăртнă саккун вăя кĕнĕренпе нумай вăхăт иртрĕ. Çакăнтан пĕтĕмлетỹ тума пулать: кам ыранхи куншăн шухăшлать, кам çук. Çавăнпа та ĕç çыннисене шалу тỹлекен страховательсен страховани взносĕсене вăхăтра тата пĕтĕмĕшле пурнăçламалла. Çак ĕçе туллин пурнăçласа пыракан организацисене палăртса хăварас килет. Вĕсен шутне бюджет организацийĕсемсĕр пуçне "Родина" ЯХПК, Вăрмарти элеватор, Вăрмарти потребительсен обществи, "Арабоси" агрофирма, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики кĕреççĕ.

Çавăн пекех ячĕшĕн кăна тỹлекен хуçалăхсем те тĕл пулаççĕ-ха. Асăнар-ха вĕсене ятран: "Вознесенское", "Шоркистринский", "Рассвет" хуçалăхсем "Вăрмарти сĕт завочĕ", "ГИФ" хупă акционерлă обществăсем, "Автосервис" тулли мар яваплă общество.

Шел пулин те, хăш-пĕр страховательсем хăйсем патĕнче ĕçлекен çыннисемшĕн обязательнăй страховани взносĕсене пачах та куçармаççĕ. Ку хуçалăхсене ертсе пыракан пуçлăхсем хăйсен халăхĕ умĕнчи яваплăхне туймаççĕ. Вĕсен шутĕнче: "Кинчерское" хупă акционерлă общество (пуçлăхĕ И.Хабибуллин), "Мусирма" тулли мар яваплă общество (В.Фомин), "Ковали" ЯХПК (С.Тарасов), "Чакинское" (В.Петрова), "Урмарыгазтепломонтаж" (Г.Петрова), "Татинкор" тулли мар яваплă общество ЊР.ХайруллинЌ, "Агроинвест" тулли мар яваплă общество (С.Константинов). 2005 çулшăн вĕсен тỹлев коэффициенчĕ нульпе танлашать.

Страхланă çынсем ĕçпе тивĕçтерекенсенчен Пенси фондне мĕн чухлĕ укçа куçарнине пĕлме тата çак ĕçе тĕрĕслесе тăма пултараççĕ.

Т. ВАСИЛЬЕВА,
Пенси фончĕн
Вăрмар районĕнчи
управленийĕн пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика