Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усал ĕçпе палăрас мар

01 июля 2006 г.

о Район прокуратуринче

Усал ĕçпе палăрас мар

Кашни çын çĕр çинче хăйне евĕрлĕ. Пĕрисем ырми-канми ĕçлесе чапа тухаççĕ, теприсем хăйсене ирĕке ярса усал ĕçсем туса палăраççĕ. Усал ĕçсем тенĕрен, хăш-пĕр чухне вăл тискерлĕхпе вĕçленет. Çын çынна виличченех хĕнеме пултарать, çĕçĕпе чиксе пурнăçне татать. Обществăра кун пеккисем, нумаях мар пулин те, тĕл пулаççех.

Шăп та лăп çак ыйтусем тавра пычĕ те ĕнтĕ калаçу район прокуратури ирттернĕ анлă ларура. Унта район пуçлăхĕ В.Кириллов, район прокурорĕ С.Павлов, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хутшăнчĕç. С.Павлов прокурор право йĕркисене пăсакансене хирĕç профилактикăлла мероприятисем ирттерес енĕпе пурин те пĕрле тăрăшмалли пирки хыттăнах асăрхаттарчĕ. Кăçалхи çул çак вăхăт тĕлне районта лару-тăру еплерех пулса пыни çинчен тата преступлени тăвассине хирĕç кĕрешни пирки район прокурорĕн заместителĕ Э.Казанков, райадминистрацин социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, çамрăксен политикин тата вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов тухса калаçрĕç, çитменлĕхсене палăртрĕç. Преступлени тума пултаракансемпе тата айăплав учрежденийĕсенче ларса тухнисемпе тăтăшах профилактикăлла мероприятисем ирттермелли пирки чарăнса тăчĕç, эрехпе иртĕхекенсене тата ăна вăрттăн сутса пуяс тĕллевлисене хирĕç çирĕп мерăсем йышăнмаллине палăртрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика