Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна çывăх ĕç пурнăçра телей кỹрет

01 июля 2006 г.

о ГИБДДна - 70 çул

Чуна çывăх ĕç пурнăçра телей кỹрет

Июлĕн 3-мĕшĕнче çул-йĕр çинче куçса çỹренине пăхса тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕ (ГИБДД) йĕркеленнĕренпе 70 çул çитет. Çак çăмăл мар служба сотрудникĕсен тĕллевĕ - çул-йĕр çинчи йĕркелĕхе сыхласси, аварисен шутне чакарасси, вĕсене уçса парасси, административлă право йĕркисене пăсакансене явап тыттарасси. Поселокра, ялсенчи урамсенче, кĕскен каласан, хамăр район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинчи йĕркелĕхшĕн çине тăраççĕ те ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕнчи ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем. Кунта яваплăха туйса ĕçлекенсем тăрăшаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, А.Сергеев, Н.Александров, А.Васильев инспекторсем хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Шутласан, пирĕн ĕçре илĕртекенни нимĕнех те çук темелле. Инспекторсен ĕçĕ кунĕпех çул çинче, ура çинче иртет, тепĕр чух канмалли кунсемсĕр те. Хăш-пĕр водительсем руль умне ỹсĕрле ларса аварисем тăваççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра кун пеккисене 33 çынна тупса палăртнă. 2006 çулта çак вăхăтчен çул-йĕрсем çинче 633 водителе саккуна пăснăшăн тытса чарса явап тыттарнă. Çакă вара преступлени туниех. Ăна хирĕç темĕн чухлĕ кĕрешсен те тĕппипех пĕтереймĕн. Çапах та ГИБДД сотрудникĕсем юнашарах çỹрени çул-йĕрсем çинчи хăрушлăха чакаратех. Ку енĕпе эпир тĕрлĕрен рейдсемпе операцисем ирттеретпĕр. Акă, тĕслĕхрен: "Автобус", "Хăрушă груз", "Хăвăртлăх", "Çуран çỹрекен", "Пысăк тиевлĕ хăрушă груз", "Асăрханăр, ачасем" тата ыттисем те. Ахальтен мар ĕнтĕ районта кăçал аварисен шучĕ пĕлтĕрхинчен сахалтарах. Çул-йĕр çинчи хăрушлăха сыхлакансем яваплă мисси пурнăçлаççĕ - район территорийĕнчи йĕркелĕхе сыхлаççĕ, кашни çын хăрушсăрлăхне упраççĕ, унăн прависене, интересĕсене хỹтĕлеççĕ. Çакнашкал ĕç кашни кун хăрушлăхпа çыхăннă, вăл пысăк профессионаллă, паттăр, чăтăмлă пулма, ырă тивĕçе парăнма хистет. Çакăн пек пулма пире ветерансен - М.Няхуковăн, Г.Николаевăн, А.Волковăн, В.Ислановăн, Н.Владимировăн, В.Никифоровăн, Ю.Ивановăн, В.Федоровăн ырă тĕслĕхĕсем те пулăшса пыраççĕ. Хăйсен опытне тата пĕлĕвне паракан сотрудник-ветерансене пысăк тав. Халĕ вăй хуракансене, çавăн пекех пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Чуна çывăх ĕç пурнăçра телей кỹтĕр.

А. НИКОЛАЕВ,
районти шалти ĕçсен пайĕн
ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика