Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха таваршăн

01 июля 2006 г.

о Раççей потребкооперацине - 175 çул

Паха таваршăн

"Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă общество ку е вăл продукцие туса кăларнă чухне пахалăха тĕпе хурать. Çав вăхăтрах продукци ассортиментне пуянлатса, çĕнетсе пырать. Кăçалхи çур çулта пирĕн общество ĕçченĕсем пурĕ 9 миллион та 400 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çăкăр - 327, кĕсел - 185, кондитер изделийĕсем - 44, шушка - 7 тонна. Çăкăр-булка пахалăхне ỹстересси - тĕп вырăнта. Акă пирĕн патĕнче туса кăларакан "Столичный", "Мармеладный" кекса, "Петровский" çăкăра халăх кăмăлласа туянать.

Пурлăхпа техника базине те çулсерен вăйлатса пыратпăр. Нумаях пулмасть ĕç процесне çăмăллатма чуста çăракан оборудовани туянтăмăр. Н.Родзянова технолог, Е.Иванова, И.Табакова кондитерсем çакăнпа питĕ кăмăллă. Çитес вăхăтра çăкăр пĕçермелли кăмака, çăкăр турттаракан автомашина туянасшăн.

Пирĕн общество тĕрлĕ конкурссемпе куравсене хутшăнсах тăрать. Сăмахран, "Чăвашпотребсоюзăн чи лайăх пекарĕ-2005" конкурсра пирĕн Е.Иванова призлă вырăна тивĕçнĕ.

А. ВАСИЛЬЕВ,
директор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика