Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ыйтăвне тивĕçтерсе

01 июля 2006 г.

о Раççей потребкооперацине - 175 çул

Халăх ыйтăвне тивĕçтерсе

Раççей потребкооперацие йĕркеленĕренпе 175 çул çитрĕ пулсан, пирĕн районта вара çак юхăм 76 çул каялла çирĕп тымар янă. Малтанхи потребительсен обществин тĕп тĕллевĕ халăха тавар туянтарасси пулнă. Паянхи райпон ĕçĕ-хĕлĕ вара питĕ нумай енлĕ: ваккăн тата курттăмăн тавар сутасси, общество апатланăвĕ, производство, хатĕрлев, ял хуçалăх, аптека ĕçĕ, транспорт, йăла пулăшăвĕ тата ытти те. Аталану çав тери пысăк. Çак тытăмра хастар, малашлăха курса ĕçлекен çынсем нумай ырă çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртеççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕпе тĕплĕнрех райпо совечĕн председателĕ К.НИКИТИН паллаштарать.

Эпир Раççей потребкооперацийĕ 175 çул тултарнине лайăх кăтартусемпе кĕтсе илтĕмĕр. Çавăн пекех районти потребительсен обществи 76 çул тултарчĕ. 1912 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче пĕрремĕш хут кооперативлă общество йĕркеленнĕ, пĕрремĕш кооператив лавкки уçăлнă. "Услар" кооператорсен обществи Кавалпа Кивĕ Вăрмар ялĕсене çыхăнтарнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - хресченсене ял хуçалăхра кирлĕ инвентарьсемпе, вăрлăхпа тивĕçтересси, таварсем сутасси пулнă. Каярахпа потребительсен обществисем Кĕтеснерте, Энĕшпуçĕнче тата ытти ялсенче аталаннă. Чăваш автономи облаçне йĕркелесен 1920 çулта, Чăвашсоюз потребительсен обществисем йĕркеленеççĕ. Вăхăт иртнĕ май потребительсен обществисем ỹссе пыраççĕ. 1950 çулта райпора 5 ялпо, 10 ял лавкки, промышленноç таварĕсем сутакан 3 лавкка, апат-çимĕç лавкки - 42, çăкăр пĕçерекен пекарня - 2, 3 столовăй, хатĕрлев кантурĕ ĕçленĕ.

Райпотребсоюз 1967 çулхи октябрь уйăхĕнче социализмла ăмăртура ỹсĕмсем тунăшăн Чăваш обкомĕн, ЧАССР Аслă Канашĕн куçса çỹрекен Ялавне тивĕçнĕ.

Каярахпа поселокра çăкăр завочĕ, кăлпасси цехĕ, буфетсем уçăлаççĕ, çĕнĕ оборудовани туянаççĕ.

Хальхи вăхăтра районти потребительсен обществи пурлăхпа техника бази тĕлĕшĕнчен çирĕп, пĕр тикĕс аталанса пыракан предприяти.

Нумай отрасльлĕ хуçалăх пулнă май, райпо суту-илỹре кăна мар, халăха йăла пулăшăвĕ парас, производствăна аталантарас тĕлĕшпе те, хатĕрлевре те çĕнĕрен çĕнĕ тивĕçсене хăй çине илет. Çакна шута илсе "Вăрмарти çăкăр завочĕ", "Нива" тулли мар яваплă обществăсем, обществăлла апатлану предприятийĕнче ĕçлекенсем пур вăй-халпа тăрăшаççĕ. Кăçалхи 6 уйăх кăтартăвĕ те курăмлă. Райпон пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ 60 миллион та 300 пин тенкĕпе танлашнă. 30 миллион та 500 пин тенкĕлĕх ваккăн тавар сутнă. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан - 100Џ. Унсăр пуçне обществăлла апаталану предприятийĕн таварçаврăнăшĕ 7 миллион та 300 пин тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен хăйсем туса кăларакан продукци - 45,4Џ. Хатĕрлев ĕçĕсемпе те ырă пуçарулăх кăтартать. Кăçалхи 6 уйăхра 8 миллион тенкĕлĕх хатĕрлев ĕçĕсем пурнăçланă.

Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен "Ромашка" çурчĕн ĕçченĕсем халăха тỹлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кỹреççĕ. Пĕтĕмпе 60 лавкка ĕçлет, 29 пине яхăн çын ыйтăвĕсене тивĕçтерет, 41-шĕнче йышăну пункчĕсем йĕркеленĕ. Вĕсенче пуринче те сĕт пухаççĕ. Кашни ир райпон сĕт турттаракан машинисем çула тухаççĕ. Вĕсем çитнĕ тĕле лавккасенче сĕте флягăсене ярса лартаççĕ. Кăçал эпир сĕт заводĕнчи сивĕтекен цеха арендăна илнĕ, çĕнĕрен ĕçлеттерме пуçланă. Кунта халăхран пухнă сĕте сивĕтеççĕ те заказчиксем патне ăсатаççĕ, виçĕ сĕт завочĕпе килĕшỹ тунă. Сивĕтмелли цеха хамăр алла илни хушма тиев пулсан та меллĕ - чĕр тавар пахалăхне нумайлăха упраса хăварма май парать. Кăçалхи çур çулта халăхран 980 тонна сĕт пухнă. Ял хуçалăх продукцине вырăнта йышăнни чи малтанах ял халăхĕшĕн питĕ лайăх тесе шутлатăп. Пурте пасара кайса сутаймаççĕ, ĕçлекен çыннăн вăхăчĕ те çукрах. Çавăнпа райпо хатĕрлевçисем килĕштерсе ĕçлени лайăх тупăш кỹнине халăх ăнланать, пирĕнпе çыхăну тытать.

Çăкăр завочĕн территорийĕнче сĕт йышăнакан пункт ĕçлет. Ял лавккисенчен пухнă сĕте кунта турттарса килеççĕ. Унăн пахалăхне тĕрĕслеççĕ, сивĕтеççĕ. Л.Петрова сĕт йышăнакан, М.Сорокина лаборантка технологие çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. А.Степанов водитель вара вĕсене пулăшса пырать.

Пысăк япаласене - стройматериала, сĕтел-пукана, йăла техникине тỹрех укçа тỹлесе илме хаклăрах. Райпо кунта та ял халăхне çăмăллăх парать, тавара кредит мелĕпе тỹлесе татмалла сутать. Калăпăшлă япаласене илсе килме кашни лавккара заказ йышăнаççĕ, кайран киле çитерсех параççĕ.

Социаллă пулăшăвăн ăс-хакăл, кăмăл-сипет енне те палăртмаллах. Çакă чей сĕтелĕ хушшинчи хутшăнура (пирĕн вĕсем 27), лавккасенче халăх библиотекисем уçнинче те (15), пултарулăх коллективĕсене, спортпа физкультурăна аталантарнинче те питĕ лайăх палăрать. Райпо кашни магазинах "Хĕрлĕ ялав" хаçата çырăнса панă. Лавккана килекенсем район хыпарĕсемпе тĕплĕн паллашма пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра районта райпосăр пуçне урăх пĕр организаци те инçетре, хăтлăхсăр вырăнта вырнаçнă яла тавар турттармасть. Кĕрхи, çурхи пылчăклă вăхăтра унта кĕрсе çỹреме питĕ кансĕр. Тепĕр çĕрте ун пек лавккасене хупса та лартаççĕ. Эпир вара апла тăвас теместпĕр, паянхи ялăн социаллă пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе пĕтĕм вăя хурса ĕçлетпĕр. Лавккасене тытса тăнисĕр пуçне ун çывăхĕнчи территорие тирпей-илем кĕртетпĕр, ача-пăча валли ятарласа площадкăсем тăватпăр, хатĕрлев ĕçĕсемпе (уйрăмах халăхран сĕт пухассипе) активлă ĕçлетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика