Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

01 июля 2006 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче пурĕ 9 ыйту пăхса тухнă. Ăна район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçнă. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕсем, депутатсем, пайсен начальникĕсем, секторсен заведующийĕсем, республика тата федераллă службăсен руководителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа район пуçлăхĕн заместителĕ О.Васильев тухса калаçрĕ. Вăл 2006 çулхи район бюджечĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Райадминистрацин юридици службин тĕп специалисчĕ Л.Степанов районти муниципаллă предприятисем тунă тупăшран пĕр пайне район бюджетне хывмалли йĕркепе тата ытти ыйтусемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Наци проекчĕсем пирĕн районта пурнăçа анлăн кĕрсе пыраççĕ. Акă, сăмахран, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем сывлăх сыхлавĕнче курăмлă кăтартусем кỹчĕç. Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ те ỹсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Районти ялсенче çемье врачĕн офисĕсем уçăлни те куç умĕнчех. Унпа пĕрлех сывлăх сыхлавĕн системинче проблемăлла ыйтусем те сахал мар. Сăмахран, Арапуç тата Пысăк Енккасси участокĕсенчи больницăсене паян тытса тăма тăкаклă, вĕсенчи койка-вырăнсемпе те кирлĕ таран усă курмаççĕ, квалификациллĕ кадрсем çитменни те пысăк чăрмав кỹрет. Çакăн пирки район больницин тĕп врачĕ В.Ванюков тухса калаçрĕ. Владимир Николаевич районти тĕп больницăра койка-вырăн ỹстерме май пурри çинче те чарăнса тăчĕ. Çавна май район депутачĕсен Пухăвĕ канашласа Арапуçĕнчи участок больницинче - 18, Пысăк Енккассинчи участок больницисенче - 15 койка-вырăн чакармалли, районти тĕп больницăра койка-вырăнсене ỹстермелли çинчен йышăнса хăварчĕç.

Район депутачĕсен Пухăвĕнче район администрацийĕн çĕнĕ структурине çирĕплетрĕç. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2006 çулхи март уйăхĕн 10-мĕшĕнче тухнă 56-мĕш номерлĕ "2006 çулта районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсене реструктуризацилесси" йышăнăва улшăнусем кĕртрĕç.

З. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика