Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен уявĕнче

01 июля 2006 г.

Чăваш Ен уявĕнче

Тĕп хуламăрта уява Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров уçнă.

Республика кунне хатĕрленсе чылай объектсем хута кайнă, тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ. Шупашкарта юлашки çулсенче уçăлнă фонтансен çумне тепри хутшăннă. Уйрăмах вара Чăваш патшалăх культурăпа ỹнер институчĕ умĕнчи скверта Чăваш халăх поэтне П.Хусанкая халалласа палăк уçнине палăртмалла.

Июнĕн 22-25-мĕшĕсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Шур чулсем" кану центрĕнче Пĕтĕм чăвашсен VI спорт Олимпиади иртнĕ. Чăваш Енри хуласемпе районсен командисем хушшинче триатлон енĕпе Вăрмарсем пысăк çитĕнỹ тунă. Ăмăртусен пĕрремĕш кунĕнчех "ылтăн" çĕнсе илме пултарнă. Команда членĕсене ятран асăнар - О.Иванов, Пинер ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ, А.Саминов, велоспорт енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, Çĕнĕ Шулхан ялĕ, А.Петров, çăмăл атлетикăн инструктор-тренерĕ, Пинер ялĕ. Ăмăртусен иккĕмĕш кунĕнче дартс енĕпе ăмăртса Т.Васильева "ылтăн". Т.Васильева, Е.Степанова тата Иринăпа Алена Никифорова волейболисткăсем "бронза" çĕнсе илнĕ. 25 командăран Вăрмарсем 6-мĕш вырăн йышăннă. Уява "Парне" фольклор ушкăнĕ хутшăннă.

Çак çитĕнỹ "АККонд" УАО пур енлĕн пулăшса пыман пулсан пулаймĕччĕ те-и. Çавăнпа та Вăрмарсем унăн генеральнăй директорне В.Иванова тав тăваççĕ.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕ виçĕ хулара - Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче, Улатăрта иртнĕ.

В. ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика