Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вилĕм" сутуçисене - уголовнăй ĕç

23 июня 2006 г.

"Вилĕм" сутуçисене - уголовнăй ĕç

Наркотик - паянхи общество чирĕ. Унпа кĕрешесси - право хуралĕн органĕсен тỹрĕ тивĕçĕ. Оперативниксем миçе килограмм героин е мăкăнь улăмĕ туртса илнин пĕлтерĕшĕ пысăк. "Вилĕм" сутуçисене уголовнăй йĕркепе явап тыттармаллах. Анчах та вĕсене хирĕç пĕр ведомство вăйĕпе çеç кĕрешни çителĕксĕр. Районти шалти ĕçсен пайĕнче наркотиксене тупса палăртассипе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Кăçалхи март-апрель уйăхĕсенче "Допинг", "Канал" операцисем пулнă. Çак вăхăтра типĕтнĕ мăкăнь улăмне (147 грамм) упракана тупса палăртса уголовнăй ĕç пуçарнă. Майăн 20-мĕшĕнчен "Мăкăнь-2006" операци пуçланчĕ. Вăл ноябрĕн 20-мĕшĕчченех пырать. Ăна виçĕ тапхăрпа ирттеретпĕр.

Халăх, яш-кĕрĕм йывăрлăха чунпа туйса ăнланма тăрăшмасан нимĕнле профилактикăлла ĕçсем те пулăшаймĕç. Çапах та обществăн çак чире хирĕç çине тăрсах кĕрешмелле. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене ĕç тупса пама тăрăшни те инкек-синкекрен пăрăнма пулăшĕ. Çапла вара çамрăксене общество пурнăçне ытларах хутшăнтарни чи кирли.

Ю. МИХЕЕВ,
районти ШĔП начальникĕн заместителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика