Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхе вăхăтра пурнăçа кĕртмелле

23 июня 2006 г.

Çĕнĕлĕхе вăхăтра пурнăçа кĕртмелле

"АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проектне пурнăçлассипе район территорийĕнче еплерех ĕçсем пыраççĕ-ха? Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн тĕп специалисчĕ Н.Васильев, районти перекет банкĕн заведующийĕ С.Харитонов тата ытти яваплă çынсем кредит илес текенсемпе тĕл пулчĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, районти ытти ялсене çитрĕç. Малтан кун пек кредита "Россельхозбанкран" кăна илме май пулнă пулсан, кăçалхи майăн 31-мĕшĕнчен районти перекет банкĕ урлă та укçаллă пулма пулать. С.Харитонов каланă тăрăх çак вăхăт тĕлне район çыннисем 2 млн. та 400 пин тенкĕ илмелĕх заявкăсем панă, 1 млн. та 200 пин тенкине илнĕ те. Ку кредита - икĕ тата пилĕк çула илме пулать. 2 çула çунтармалли-сĕрмелли материал, ỹсен-тăрансене çум курăкран тата хурт-кăпшанкăсенчен хỹтĕлемелли препаратсем, выльăхсен витисене тата ял хуçалăх техникисене юсама, удобренисем, ветеринари препарачĕсем илме, ял хуçалăх культурисене инкек-синкекрен тата ытти ĕç хатĕрĕсене страхлама.

5 çула кредита - пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх техники, ял хуçалăх тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илмелли оборудовани, выльăх-чĕрлĕх усрамалли вырăна реконструкцилеме тата çĕнетме параççĕ. Кредитăн процент ставки çулталăка 14 процент пулать. Унăн 12 процентне бюджетран субсидилеççĕ. Кредит илекен çулталăкне 2(!) процент тỹлет. Кредит илес текенĕн мĕнле документсем тăратмалли çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен тата ытти ыйтусем килсе тухсан районти перекет банкне пымалла. Патшалăх пулăшăвĕпе вăхăтра усă курса юлмалли пирки тĕплĕн ăнлантарĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика