Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет-портал йĕркеленчĕ

23 июня 2006 г.

о Республика кунĕ умĕн

Интернет-портал йĕркеленчĕ

Правительство çуртĕнче "Чăваш Енĕн массăллă информаци хатĕрĕсем" çĕнĕ интернет-порталăн (www.smi21.ru) презентацийĕ иртрĕ. Ăна ЧР культура министрĕ Петр Краснов ертсе пычĕ.

- Ĕçтешсем ас тăваççĕ пулĕ, çулталăк пуçламăшĕнче хамăр ведомствăри учреждени-организацисене пĕтĕмĕшле информаципе тивĕçтермелли ыйтăва пăхса тухнăччĕ. Ун чухне ку енĕпе çитменлĕхсене, вĕсен сайтсем çуккине палăртнăччĕ. Республика кунĕ тĕлне çак ыйтăва татса пама пулнăччĕ, - терĕ вăл презентацие уçнă май.

Халĕ чăнах та вĕсенчен чылайăшне пурнăçланă теме пулать. "Электронлă Раççей" программăпа малалла ĕçлеççĕ. Унччен республикăри Культура министерствин учрежденийĕсемпе организацийĕсен паянхи кун шайĕнчи çыхăну хатĕрĕсем пулман тесен те тĕрĕс. Вĕсем телефонпа тата факспа кăна çыхăнма пултарнă, электронлă почта та хăш-пĕр учрежденин кăна пулнă.

"Чăваш Енĕн массăллă информаци хатĕрĕсем" çĕнĕ интернет-портал республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа, çĕнĕ хыпарпа паллашма пулăшĕ.

Çĕнĕ портал пурри республика тулашĕнчи чăвашсене тата та ытларах усă кỹрĕ. Специалистсем палăтнă тăрăх, "Чăваш Енĕн масăллă информаци хатĕрĕсем" çĕнĕ Интернет-портала чăваш хаçачĕсен кăларăмĕсене пĕтĕмпех вырнаçтарма пулать. Эппин вĕсемпе республика тулашĕнчи ентешĕмĕрсем те паллашма пултарĕç.

Презентацие хутшăннисем Интерент-портал питех те кирлине палăртрĕç. Культура министерстви унпа ĕçлеме хăнăхас текенсем валли ятарлă семинарсем йĕркелеме палăртать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика