Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăк кỹрекенскер

16 июня 2006 г.

о Июнĕн 18-мĕшĕ - Медицина ĕçченĕсен кунĕ

Шанчăк кỹрекенскер

Этем организмĕ çав тери кăткăс механизм. Пĕр чирĕ тепринпе яланах çыхăннă. Пĕри сиенленсен тепри те асапланать. Чипер çỹренĕ чухнех аптратса ỹкерет. Нумаях пулмасть юн пусăмĕ ỹссе кайнине пула васкавлă пулăшупах районти тĕп больницăна лекрĕм. Кунта мана терапи уйрăмне вырттарчĕç. Унтанпа çур уйăх ытла выртатăп. Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем: "Чир пăтпа кĕрсе грампа тухать", - тесе. Пĕрре те çăмăл мар унтан хăтăласси. Терапи уйрăмĕнчи ырă чунлă медицина работникĕсем вара çине тăрсах чирлисене сыватассишĕн вăй хураççĕ. Уйрăмах ку уйрăмăн заведующине Татьяна Геннадьевна Алексеевана ырă сăмахсем калас килет. Пысăк профессионализмлă, ыттисене ырă тăвассишĕн хăйне шеллемесĕр вăй хуракан врач вăл. Шанса панă тивĕçе чун-чĕре хавалĕпе пурнăçлать. Ăсталăхĕсĕр пуçне вăл çын ыратăвне, пăшăрханăвне пĕтĕм чун чĕререн ăнланма пултарать. Çынна пурнăçран уйрăлас çĕртен сывлăх парса пархатарлă ĕç тунăшăнах ăна чун-чĕререн тав тăвас килет. Çынна сыватнипе пĕрлех ĕненỹпе шанчăк парнелет Татьяна Геннадьевна. Çак сăмахсенех калать те ĕнтĕ манпа пĕрле сывалакан Калерия Грачева та. Вăл Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тренкасси ялĕнчен, сасартăк сывлăх аптратнипех килсе лекнĕ.

Е. СОБОРОВА.
Вăрмар поселокĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика