Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă сулни хакла ларать

10 июня 2006 г.

Алă сулни хакла ларать

Юстици министерствин Чăваш Республикинчи ятарлă инспекцийĕ Вăрмар районĕнчи суд приговорĕпе ĕçлесе юсанмалла тунă тата условнăй майпа айăпланнă çынсене пăхса тĕрĕслесе пырать. Обществăран уйрăлмасăр юсанмалла тунă çынсемпе профилактика ĕçĕсем ирттересси, предприятисемпе организацисен администрацийĕсем мĕнлерех ĕç условийĕсене туса пынине тĕрĕслесси, ĕçпе тивĕçтерекен центрсем урлă вĕсене ĕçе вырнаçтарасси, çемьере тата обществăра хăйсене мĕнлерех тытнине пăхса тăрасси, саккунпа пăхса хăварнă ытти тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесси пирĕн тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ.

2006 çулхи пĕрремĕш квартал итогĕсене илсен, пирĕн инспекцире условнăй майпа айăпланнă 132 çын учетра тăрать. Çак граждансемпе пуринпе те профилактика ĕçĕсем ирттеретпĕр. Вĕсем ĕçлекен предприятисемпе организацисене тивĕçлĕ мерăсем йышăнма çырусемпе тухатпăр. Шел пулин те, ку енĕпе хальлĕхе сахал ĕçсем туса ирттереççĕ. Хăш-пĕр организацисенче обществăран уйрăлмасăр юсанмалла тунă граждансем çине алă сулаççĕ.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен, преступленисене пĕр çынсемех тăваççĕ. Вĕсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ, анчах çак граждансене тĕрĕслесе, пăхса тăракан çук. Инспекцире вăй хуракан 2 инспектор судпа айăпланнă çынсене пурне те кирлĕ пек пăхса тăраймасть паллах. Ку енĕпе хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, предприятисемпе организацисен руководителĕсен те пулăшу памалла. Тỹрĕ çултан пăрăннисем хăйсене мĕнлерех тытнине пăхса тĕрĕслесе тăмалла, вĕсемпе калаçусем ирттермелле, ĕçе вырнаçтармалла. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе участокри уполномоченнăйсен пĕрле тачă çыхăну тытса ĕçлесе юсанмалла тунă тата условнăй майпа айăпланнă çынсем мĕнлерех условисенче пурăннипе интересленмелле.

Ю. ТАБАКОВ,
районти уголовнăй ĕçсене пурнăçланине
тĕрĕслекен инспекцийĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика