Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йỹнни - йỹнĕçтерет

10 июня 2006 г.

Йỹнни - йỹнĕçтерет

Раççей Федерацийĕ çывăх вăхăтра Тĕнчери суту-илỹ организацине кĕме хатĕрленет. Тулли праваллă член пулас тесен пирĕн çĕр-шыври тавар сутакансен тĕнче шайĕнчи йĕркесене тытса пымалла.

Видео-ауди кассетăсем сутас ĕçе те пырса тивет çакă. Акă Вăрмар районĕн прокуратури ку енĕпе суту-илỹ ĕçченĕсем саккуна мĕнле пăхăнса пынине тĕрĕслесе профилактика ĕçĕсем ирттерчĕç. Видео-ауди продукцийĕ сутакан уйрăм предпринимательсемпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем пĕрле ăнлантару ĕçĕсем ирттерчĕç, саккуна пăссан мĕнле яваплăх тытма лекесси пирки асăрхаттарчĕç. Апла пулин те каланă сăмахсене пурте ăша хывасшăн мар пулмалла.

Çапла вара Вăрмар поселокĕнче ирттернĕ рейдра Л., И., В. уйрăм предпринимательсенчен 81 DVD диска автор прависене пăсса çыртарнăшăн экспертизăна ярса панă.

Май уйăхĕнче икĕ уйрăм предприниматель киоскĕнче иккĕлентерекен 34 ауди кассета тата 32 компакт-диск туртса илнĕ. Вĕсем пирки административлă ĕç пуçарнă, материалсене Вăрмар районĕнчи пĕрремĕш участокăн мировой судйине пăхса тухма ярса панă.

Э. КАЗАНКОВ,
район прокурорĕн заместителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика