Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăха тĕпе хураççĕ

10 июня 2006 г.

Пахалăха тĕпе хураççĕ

(Çăмăл промышленность ĕçченĕсен кунне халалласа)

Предприятин ырă ячĕ вăл йĕркеллĕ çын ят-сумĕ пекех - хăех пысăк капитал. "Вăрмарти çĕвĕ фабрики" хупă акционерлă общество вара пайонта лайăх ĕçлесе пыракансенчен пĕри. 1980 çулта йĕркеленнĕскер тумхахлă та мухтавлă çулпа пынă вăл. Паян вăл ура çинче çирĕп тăракан хупă акционерлă общество. Кунта туса кăларакан продукци пысăк пахалăхпа палăрса тăрать.

"Пахалăх сăмах предприятишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен тавар туянакан чи малтанах çакна шута илет.

Пирĕн продукци ГОСТ витĕр тухать, çавăнпа та кашни изделие çĕленĕ чух çĕвĕçсен ăсталăхĕ, тимлĕхĕ, ĕçе чунтан юратса пурнăçлани кирлĕ", - тет С.Белоусова директор.

Паянхи куна илес пулсан, фабрикăра пурĕ 150 çын вăй хурать. Коллектив членĕсем пурте хастар ĕçлеççĕ. Акă эксперимент цехне илер-ха. Ку е вăл изделие çĕлеме пуçличчен чи малтанах ăна çак цехра пĕрремĕш хут касса, çĕлесе пăхаççĕ. Технологи тĕлĕшĕнчен çĕлеме çăмăлрах меслет шыраççĕ. Çак операцисене туса ирттерсен кăна заказа рабочисем пурнăçлама тытăнаççĕ.

Эпĕ эксперимент цехĕпе паллашнă май çакна лайăх асăрхарăм. А.Сарапаева инженер-технологпа И.Владимирова модельер-констуктор Мускаври пĕр пысăк фирма панă заказа пурнăçланă чухне кăткăс операцисене мĕнлерех çĕлемеллине сỹтсе яваççĕ.

Ку цехра пурĕ 7 çын вăй хурать. Г.Николаева цех начальникĕ, О.Иванова конструктор, Р.Иванова, Т.Андреева çĕвĕçсем ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыраççĕ.

Фирмăра вăй хуракансем вара производство хăватне ỹстерме çĕнĕ ĕç мелĕсем шыраççĕ. Вĕсенчен пĕри - Европа стандарчĕпе ыйтакан ятарлă ĕç тумтирĕ. Мускаври çăмăл промышленность енĕпе ĕçлекен паллă фирмăсем пирĕн фабрикăпа тачă çыхăну тытаççĕ. Кашни уйăхрах вĕсенчен заказ чылай килет. Хальхи вăхăтра "Докер" ĕç костюмĕ 3 пин штук çĕлеççĕ ăста рабочисем. Кунне - 130 паха издели туса кăлараççĕ. 4 тĕрлĕ ĕç костюмĕ çĕлеççĕ кунта. Вĕсемсĕр пуçне вырăн таврашĕ тата ытти изделисем кăлараççĕ.

Кăçалхи 5 уйăхри ĕç кăтартăвĕ те курăмлă. Çак вăхăтра пурĕ 3 миллион та 320 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 190 процент. Паха тавар çĕлесе пынăçемĕн, сутăнсах пырать.

Темиçе çул ĕнтĕ çĕвĕ фабрики çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕсемпе тачă çыхăну тытать. Ăна район, республика тулашĕнче лайăх пĕлеççĕ. Пĕлеççĕ çеç мар, унăн продукцине те кăмăлласах туянаççĕ.

Ĕç укçи - ĕçленĕ тăрăх. Вăл вăтамран 3000 тенкĕпе танлашать. "Пирĕн тĕллев - рабочисен ĕç укçине 4000 тенке çитересси", - тет С.Белоусова директор. Унсăр пуçне лайăх ĕçленĕшĕн, плана вăхăтра тултарса пынăшăн премине те тивĕçеççĕ рабочисем. "Ĕç çынна илем кỹрет" тесе ахальтен каламан ватăсем. Çак профессие юратакансене, кăмăллакансене хаваспах хамăр рете йышăнатпăр", - тет Светлана Николаевна.

Культурăллă мероприятисем ирттересси те йăлана кĕнĕ кунта. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçлеме те ỹркенмеççĕ, канма та пĕлеççĕ.

Халĕ вара пултаруллă çĕвĕçсем хăйсен профессиллĕ уявне пысăк çитĕнỹсемпе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Эппин, вĕсене йывăр та çав вăхăтрах пархатарлă, халăха кирлĕ ĕçĕнче çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

З. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика