Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çавăн пек уяв

10 июня 2006 г.

о Июнĕн 12-мĕшĕ - Раççей кунĕ

Пур çавăн пек уяв

Июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей кунне паллă тăватпăр. 1994 çулччен вăл Раççейĕн никама пăхăнманлăх кунĕ ячĕпе иртнĕ. 2002 çултан Раççей кунĕ ята илнишĕн тĕлĕнме те кирлĕ мар пулĕ - эпир хальччен те хăш çĕр-шыва пăхăннă-ши?

Анчах та 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съезчĕн депутачĕсем çак уява паллă тума йышăннă. Çак саккун Раççей суверенитечĕ тата республикăсем йышăнакан саккунĕсем чи малта пулмаллине палăртнă. Ун чухне съезд ĕçне Чăваш Енĕн 12 депутачĕ хутшăннă.

Суверенитет çинчен пĕлтерни кирлĕ утăм пулни пирки никам та иккĕленмест. Анчах та ун чухне Совет Союзне кĕнĕ республикăсем çак ирĕкпе мĕнле усă курни - уйрăм ыйту.

Чăваш Ен вара 16 çул хушшинче пысăк çитĕнỹсем турĕ. Çурт-йĕр тăвассипе эпир Раççейре, ытти регионсемпе танлаштарсан, чи малтисенчен пĕри. 2007 çулта тĕслĕх библиотекăсен шучĕ 500-ре çитмелле, шкулсенче вĕренекенсем тĕрлĕ Олимпиадăсенче Раççейре малти вырăнсем йышăнаççĕ. Чăваш çăмăл атлечĕсене пĕтĕм тĕнче пĕлет халĕ. Эппин çак декларацине йышăннин усси пур - вăл çĕр-шывăн, республикăн, районăн аталанăвĕнче палăрать.

В. ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика