Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака вĕçленнĕ - ешерет уй-хир, савăнмашкăн тивĕçлĕ эпир

07 июня 2006 г.

Ака вĕçленнĕ - ешерет уй-хир, савăнмашкăн тивĕçлĕ эпир

Вăрмарти 54-мĕш Акатуйран

(Фоторепортаж)

Акатуй - суха уявĕ. Ĕлĕк вăл икĕ пайран тăнă. Ака-суха умĕн (апрелĕн 20-мĕшĕнчен пулнă) чăваш туррине ĕненекенсем турăсене пуç çапнă, вĕсене асăннă. Çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн уйрăм е кỹршĕллисем тăван ялсем уяв ирттернĕ. Чи малти вырăнта лашапа чупасси, кĕрешỹ, чупу, кире пукан йăтасси пулнă.
        Çĕнтерỹçĕсене тутăрсемпе алшăллисем, кĕрешỹре çĕнтернĕ паттăра така парса чысланă.

("Чăваш кĕске энциклопедийĕ").

Хăш чухне суту-илỹ ĕçченĕсене вăрçкалатпăр та эпир. Анчах Акатуй кунĕ 7 сехет иртнĕ-иртменех (уявĕ вара чаплă лару-тăрура 11 сехетре кăна уçăлмалла), вĕсем ир тăракан кайăк тулă пĕрчи тупнă тенĕн районти тĕп стадионта сĕтелĕсем çине тĕрлĕ апат-çимĕç лартса çынсене сăйлама хатĕрленнĕччĕ те. Техĕмлĕ шашлăк тĕтĕмĕ çỹлелле хăпарнă май, ытти тĕрлĕ таварпа суту-илỹ тăвакансем те курăна пуçларĕç. Палăртнă пекех, 9 сехет тĕлне халăх та кунталла туртăнса пычĕ.

10 сехет те 20 минут - универмаг тĕлĕнчен уяв колонни стадион енне утма тытăнать. Уяв ирттерме палăртнă вырăна чи малтан Вăрмарсен мăнаçĕ - велосипедистсем пырса кĕреççĕ. Вĕсем малта пынишĕн тĕлĕнмелле мар - спортăн çак енĕпе ентешсем яланах малта пынă, çак кунах вара тепĕр уяв та - маутинбайк енĕпе Ара çырминче ăмăрту иртнĕ. Вĕсем хыççăн кĕрешỹçĕсем, каратистсем, ытти спортсменсем, хула, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем кĕреççĕ.

Стадионта ташă сюити пуçланать. Ун хыççăн вĕсем сцена çине хăпараççĕ. Пысăк Енккассинчи тĕслĕх библиотекин заведующийĕ Н.Никонорова тата Н.Михайлов район пуçлăхне В.Кириллова, пухăннă хăнасене чăвашсен ĕлĕкхи йăлипе çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа сăйлаççĕ. Районти чапа тухнă ĕçченсем уяв пуçланнине пĕлтерсе ялав çĕклеççĕ. Диктор Вăрмар районĕнчи 54-мĕш Акатуй уçăлни çинчен пĕлтерет, район пуçлăхне В.Кириллова сăмах парать. Вăрмар тăрăхĕ ял хуçалăх районĕ пулнă май, çитĕнỹ пирĕн хресченсенчен килнине палăртать вăл. "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе туса ирттернĕ ĕçсене асăнать. Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев та çак ыйту районшăн малти вырăнта пулмаллине палăртать.

Чи хумханмалли самант - нумай çулсем хушши районта парти комитечĕн секретарĕсем пулса ĕçленĕ А.Борцовпа М.Петрова Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ ята пани. Вĕсем хăйсен сăмахĕнче Социализмла Ĕç геройĕ С.Лукин çинчен аса илчĕç, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин" директорĕ Н.Петров, "Арабоси" агрофирма ертỹçи Г.Тимофеев тата ытти хуçалăх ертỹçисем пирки ырă сăмахсем каласа малашлăхра ăнăçусем тума сунчĕç.

Кăçал кăна Вăрмар районĕнче кил-çурт илме тата хуçалăхра ытти кирлĕ ĕçсем тума 86 çемье кредит илнĕ. Çак енĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пай начальникĕ В.Плотникова район пуçлăхне кĕмĕл медаль парса чысларĕ. Тав çырăвĕсене пирĕн ытти ентешсем тивĕçрĕç.

Вăрмарсем пирки нумай ăшă сăмахсем каларĕç килнĕ хăнасем - "Хресчен сасси" хаçат редакторĕ С.Павлов, паллă ăсчах Д.Егоров, таврапĕлỹçĕ В.Бурмистров тата ыттисем те.

Шупашкарти паллă "Акконд" предприятирен те хăнасем пушă алăпа килмен - вĕсем районти ача-пăча тата çамрăксен пултарулăх çуртне компьютер техники, Арапуçĕнчи реабилитаци центрне хăйсен пылак продукцине парнелерĕç. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕ те пирĕн район ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытать.

...Янăрать стадион çийĕн районти Культурăпа кану центрĕн дирекцийĕн директорĕн Т.Пичкован сасси - юрă хыççăн юрă шăранать. Çав хушăрах спорт вăййисем те пуçланаççĕ. Футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕ çывхарса пынă май, чылайăшне Октябрьски салипе Вăрмарсен команди хушшинче ирттернĕ футбол вăййи кăсăклантарчĕ. Пирĕн спортсменсем 3:1 шутпа хăнасене парăнтарчĕç.

Кĕрешỹсĕр мĕнле Акатуй пултăр -ха?! Кунта юлашки çулсенче Кивĕ Вăрмарсем паттăра юлаканччĕ. Кăçал та çавăн пекех пулчĕ - çивĕч кĕрешỹре çак ял çамрăкĕ В.Степанов чи вăйли пулчĕ. Ытти спорт мероприятийĕсем те иртрĕç. Лашапа чупаççĕ-и, алă вăйĕ виçеççĕ-и - ентешсене те, хăнасене те пурте кăсăклантарчĕ. Пĕр сăмахпа каласан - пурин çинчен те çырса пĕтереймĕн.

"Хĕвал ансан Хĕветĕр"... - тесе пуçлас килет малалли сăмаха, анчах район тăрăхĕнчи администраци çурчĕ умĕнчи лапама Хĕветĕр ятлисем çеç пуçтарăнман - кунта уяв концерчĕ ташлама, юрлама юратакансемшĕн чылайччен тăсăлчĕ, салютпа вĕçленчĕ вăл. Вĕçленчĕ-ши? Тепĕр çулне каллех тĕл пулмалла-çке...

В. ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика