Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн алăк пурин валли те уçă

27 мая 2006 г.

о Майăн 27-мĕшĕ - Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ

Пирĕн алăк пурин валли те уçă

"Вулама чарăннă çынсем шухăшлама пăрахаççĕ" тенĕ пĕр ăсчах. Апла малалла та тивĕçлĕ, йĕркеллĕ пурăнас тесен кĕнеке, хаçат-журнал вуласа, ытти кирлĕ информацие пухса, ăша хывса, чуна илсе аталанмалла.

Паянхи тапхăра иртнипе танлаштарма çук. Компьютер, çĕнĕ технологисен самани библиотекăсен тытăмне те пăр "çĕмĕренпе" "шăтарса" кĕчĕ. Çĕнĕ пулăма мĕнле йышăнмалла, библиотекăсем паянхи кун уттипе тан пыраççĕ-и? ЧР Президенчĕ 2003-мĕш çулта тĕслĕх библиотекăсем йĕркелесси пирки Указ кăларнăччĕ, ăна пурнăçа кĕртсе çак тапхăрта унашкал библиотекăсем пирĕн районта - Вăрмар поселокĕнче, Пысăк Енккасси, Чулкас, Кивĕ Вăрмар, Кавал, Кĕтеснер, Чупай, Арапуç, Шăплат ялĕсенче уçăлнă.

Паянхи библиотекăна техникăпа пуянлатасси çеç мар, ун ĕçне çĕнĕлле йĕркелесси тĕп пĕлтерĕшлĕ. Ял çыннин пурнăç шайне çĕклесе унăн тавра курăмне ỹстерме пулăшмалла.

Тĕслĕх библиотека - çак тытăмри пысăк революци. Вăл библиотека ĕçне тĕпрен улăштарчĕ.

Юлашки çулсенче вулавăшсене килекенсен шучĕ палăрмаллах хушăннă, мĕншĕн тесен чăн-чăн кĕнеке тусĕсем библиотекăна "чун илĕртмĕшĕ" теççĕ. Шкул ачисем реферат е сочинени çырмалли тупаççĕ, студентсем курс ĕçĕсем, дипломсем çыраççĕ, пичетлеççĕ, калăплаççĕ. Аслăрах çулхисем вара ытларах ĕлĕкхи, хальхи политиксем çинчен пĕлесшĕн кăсăкланаççĕ. Вăтам çулхи хĕрарăмсене пурнăçпа телей, юрату çинчен романсем интереслентереççĕ. Пурне те тенĕ пекех çĕнĕ кĕнекесем илĕртеççĕ. Вĕсен йышĕ малалла ỹсессе шанатпăр.

Библиотекăсенче нихăçан та паянхи саманари пек пурин ыйтăвне те туллин те тĕрлĕ енлĕн тивĕçтерекен услови пулман. Халĕ вĕсенче канăç тупатăн, чун-чĕрере хăпартлану, ырă шанăç çуралать. "Асамлă çурта килнĕ пекех туятпăр хамăра", - теççĕ тĕп библиотека çумĕнчи "Сударушка" клубăн членĕсем. Кам пулман тĕслĕх библиотекинче - вĕсемшĕн алăк яланах уçă. Паян пирĕн вулакансен кирек мĕнле ыйтăвне те татса пама майсем çителĕклĕ.

Районти 9 тĕслĕх тата 18 ял библиотекисенче пысăк квалификациллĕ специалистсем тăрăшаççĕ. Чылай библиотека халăха кĕнеке е хаçат-журнал вуламалли тата хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттермелли вырăн кăна мар - шкулти литература, истори урокĕсене туллин ирттерме кунта çỹресси те йăлана кĕрсе пырать.

Паян эпир тĕслĕх библиотеки районта тăххăр тетпĕр пулсан, 2007-мĕш çултан пурте тĕслĕх библиотекисем пулмалла.

Çав планпа килĕшỹллĕн июль уйăхĕнче вăл Тикаш ял тăрăхĕнче уçăлмалла. Çывăх вăхăтра Энĕшпуç, Аслă Чак, Урнар, Мăнçырма ялĕсенче те уçма палăртнă.

Г. АЛЕКСЕЕВА,
районти тĕп библиотека директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика